Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç кăтартăвĕсем пысăк

25 февраля 2009 г.

Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ уй-хиртен тата выльăх-чĕрлĕхрен илекен тупăша çулсерен ÿстерсе пырать, экономика тĕреклĕхĕ енĕпе районта хăвăрт аталанакан хуçалăхсенчен пĕри шутланать. Пĕлтĕр кашни гектартан 32,6 центнер тĕш тырă, 380,6 центнер çĕр улми туса илнĕ, ял хуçалăх культурисене сутса кассăна 9 миллион та 533 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Выльăх-чĕрлĕх фермисенчен те продукци илесси ÿснĕ, 704 тонна сĕт, 101 тонна аш хатĕрлесе панă, вĕсене сутса 10 миллион та 830 пин тенкĕ тупăш курнă. Çапла вара хуçалăхăн пĕлтĕрхи тупăшĕ 20 миллион та 363 пинпе танлашнă.

Пирĕн обществăлла корреспондент районта малта пыракан хуçалăх ертÿçипе Валерий Филиппович Шумиловпа тĕл пулса калаçнă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтнă.

– Ÿсĕмсем сумлă, курăмлă. Валерий Филиппович, калăр-ха, тархасшăн, çитĕнÿсене мĕнле алла илтĕр;

– Пытармасăр каласан, паянхи лару-тăрура хуçалăх тилхепине тытса пыма çăмăл мар. Ял хуçалăхĕ хавшанине лайăх ăнланатпăр, куратпăр, анчах йывăрлăхсенчен тухмалли майсем çинчен пачах шутламастпăр. Пурнăç малаллах шăвать, пĕр вырăнта тăмасть. Хамăр тăрăшмасан, çине тăмасан, ĕç-пуçăмăр нихçан та юсанас çук. Йывăр лава хамăрăнах туртма тивет, никам та пире аякран килсе пулăшмĕ, йĕрке туса памĕ. Пурнăç уттинчен кая юлас марччĕ.

Халĕ, рынок экономики тарăн тымар ярса пынă тапхăрта, пĕтĕм тĕнчери кризис ейĕве тухнă самантра хуçалăха ертсе пыма йывăрлансах çитрĕ. Малашлăх çулĕ кăткăсланчĕ пулин те, ял хуçалăх продукчĕсем туса илес тĕлĕшпе районта малтисен ретĕнчен чакмарăмăр.

– Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх чăннипех малта пырать. Тен, сирĕн ертсе пырас ĕçре, халăх калашле, аллăрсем çăмăл;

– Пĕлместĕп, камшăн мĕнле, – халăх сана хуçалăх тилхепине шанса пачĕ-тĕк, ăна кăрăс тытмалла. Лĕнчĕр ятăн пулсан, заявлени çырсах тух, унсăрăн хăв та намăс куратăн, çынсене те тĕпсĕр шăтăка сĕтĕрсе кĕретĕн. Хам ĕçре икĕ япалана тĕп вырăна хуратăп. Пĕри вăл – укçа тума вĕренсе çитесси, ăна пĕлсе, перекетлĕ тыткаласси, тепри – йĕркелĕх тăвасси, ăна çирĕп тытса тăрасси. Манăн ĕç йĕрки çирĕп: паян мĕн тумаллине ырана хăварма юратмастăп. Сăмах патăн-тăк, ăна çийĕнчех пурнăçланине кăмăллатăп. Кайран каю шăтнине хам ĕнсе çинче сахал мар тÿссе курнăран ячĕшĕн ĕçлекенсене вĕçĕмсĕр вăрçатăп. Вăтам сыпăкри кадрсене тĕрĕслĕхпе чăнлăхшăн, çирĕп йĕркешĕн кĕрешме вĕрентсех тăратăп. Кашни кунах, ирхине 7 сехетре, планерка ирттерессине çирĕп йăлана кĕртни ĕç вырăнĕсенче çирĕп йĕрке тума май пачĕ. Ертÿçĕн хуçалăх экономикине лайăх пĕлмелле, йывăр лару-тăруран тухмалли мелсене хăвăрт алла илмелле. Эпĕ çÿлтен хушу парса ларнине, хам пата апла-капла тумалли пирки ятарлă рецепт ярса панине хирĕçлетĕп. Ертÿçĕ вăл хăй пуçĕпе ĕçлетĕр, урăх çынăннипе мар, тупăшпа услама ÿстермелли çинчен вĕçĕмсĕр шутлатăр – акă манăн ĕçри тĕллевĕм.

Çăмăл мар пурнăç сукмакĕ тăрăх утма, çитменлĕхсене хирĕç кĕрешме пайтах вăй хума тивет. Пурнăç тени кĕтменлĕхсемпе, ăнсăртлăхсемпе пуян тесе ахальтен каламан: йÿççи-пылакки пайтах унта. Мĕн ачаран çĕре юратма, тăван тавралăха хисеплеме хăнăхнăран, Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Карл Маркс ячĕллĕ колхоза ĕçлеме килтĕм. Мăшăрăм та, çав факультетран вĕренсе тухнăскер, пĕрле хуçалăха çĕклес çĕрте вăй хурать.

– Валерий Филиппович, çапăçу хирĕнчи салтак пĕччен çĕнтерÿ тăваймĕ тенешкел, хуçалăхăн ÿсĕмĕсенче вăтам сыпăкри кадрсен те, механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçлекенсен тÿпи пурах пуль тетĕп;

– Вырăнлă, тĕрĕс ыйту. Хуçалăхра пĕччен нимĕн те тăваймăн. Пирĕн тыр-пул акса тумалли çĕрсен лаптăкĕ пысăках мар, анчах çĕр ĕçченĕсем уй-хир пуянлăхне алла илме лайăх хăнăхса çитрĕç. Çĕр ĕç культурине çулсерен çĕнетсе пыратпăр, пысăк тухăç паракан сортсене кăна акатпăр, минераллă удобренисемпе анлă усă куратпăр. Уй-хир ĕçĕсенче хăйсен тăрăшулăхĕпе мала тухнисене ятранах ырăпа асăнса хăварам-ха. Александр Григорьев, Сергей Степанов, Эдуард Абрамов, Андрей Осипов, Сергей Кириллов, Виталий Степанов, Юрий Филиппов, Сергей Петров, Иван Григорьев, Сергей Григорьев механизаторсем тата Юрий Григорьев, Леонид Христанов, Александр Зайцев, Петр Никифоров, Леонид Федоров, Иван Кустин водительсем ял хуçалăх культурисене типтерлĕ пухса кĕртнĕ çĕрте чăннипех пысăк хастарлăх, тăрăшулăх кăтартрĕç. Сăмах май машинăпа трактор паркĕ ку чухнехи çĕнĕ техникăпа пуянланса пынă пирки кăштах чарăнса тăрас килет. Р.Юсупов тĕп инженер тăрăшнипе юлашки çулсенче техника паркĕ йăлтах çĕнелсе улшăнчĕ. Икĕ-виçĕ çул хушшинче автомашинăсем, тракторсем, выльăх апачлĕх акнă культурăсене пухса кĕртмелли, тырă вырмалли комбайнсем, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем чылай туянтăмăр.

– Фермăсенче мĕнле çĕнĕлĕхсем пур;

– Икĕ çул каялла çĕнĕрен сĕт-çу фермине хута ятăмăр. Ăна çĕнĕ технологи никĕсĕ çинче йĕркелерĕмĕр. Сумалли ĕнесене пĕр çĕре куçартăмăр, самăртмаллисене – тепĕр çĕре. Çакă та пире выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине ÿстерме май пачĕ. Иртнĕ çулта сухалакан кашни 100 гектар çĕр пуçне 729,3 центнер сĕт, 70,8 центнер аш-какай туса илтĕмĕр. Дояркăсем кашни ĕнерен 3907 килограмм сĕт суса илчĕç. Фермăсенче мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 854 пуçа çитрĕ, вăл шутран сăвакан ĕнесем – 210 пуç.

Сĕт суса илессипе Елизавета Григорьева, Елизавета Васильева, Светлана Прокопьева, Валентина Григорьева, Галина Никифорова, Виталий Константинов хуçалăх ферминче кăна мар, районти дояркăсем хушшинче те малти вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç.

Сăкăтри ĕне выльăха самăртнă çĕрте Татьяна Михайлова, Людмила Арсентьева, Ирина Смирнова ырă ята тивĕçрĕç. Вĕсем самăртакан ушкăнри выльăхсем талăкра 600–650 грамм таран ÿт хушса пыраççĕ. Пăрусем пăхнă çĕрте Вячеслав Александров, Геннадий Макаров, Виталий Мефодьев тăрăшса ĕçлеççĕ. Çамрăк выльăхсен ÿт хушаслăхĕ те талăкра 700 грампа танлашать. Пĕчĕк пăрусене пăхса енĕпе Ирина Константиновăпа Людмила Александрова малта пыраççĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ял хуçалăхне малалла аталантарса пымалли тĕп çул-йĕрсем çинчен каланăччĕ. Эпир унти хушусене тĕпе хурса, тухăçлă тыр-пул çитĕнтерес, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлĕпĕр.

– Хăвăр хуçалăхри ÿсĕмсемпе тĕплĕн паллаштарнăшăн тавах. Сире кăçалхи Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче тата пысăкрах ÿсĕмсем тума ырлăх-сывлăх сунас килет.

– Тавтапуç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика