Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил-çуртсăр хăварнă

25 февраля 2009 г.

Тунтикун ирхине ирех поселокра пушар тухнă, Путевая урамри барак çийĕн çулăм чĕлхисем явăнма тытăннă. Ку çурта тахçан чукун çул çинче ĕçлекенсем валли тунă пулнă, анчах чылай çул каяллах шутран кăларнă пулин те пурпĕрех çынсем пурăннă: пĕрисем хăйсен çурт-йĕр условийĕсене улăштараççĕ те кунти хваттерĕсене йÿнĕ хакпа теприсене сутса хăвараççĕ.

Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе пушар сăлтавне тĕрĕс палăртассипе тимлеççĕ. Анчах асар-писер вут-çулăм коридорти электропроводкăран тухма пултарнă. Ку 70-мĕш çулсенче тунă баракра юсав ĕçĕсене пачах та ирттермен, электричество проводки те кивелсе юхăннă. Çак кунсенче сивĕ тăчĕ те, пурте тенĕ пекех ăшăтмалли приборсем чиксе тултарнă, çавна пулах проводка чăтаймасан та пултарнă. Çапла вара пилĕк хваттерлĕ щитлă çурт кĕске вăхăтрах çунса кĕлленнĕ. Барак шал енне хăвăрт хыпса илсе çунакан материалсенчен туни те пушара хăвăрт сарăлма пулăшнă. Телее, инкекре çынсен сывлăхĕ сиенленмен.

Сăмах май, кăçал пĕлтĕрхи çак тапхăрти пекех районта ултă хутчен пушар тухнă, çав шутра икшер – Калинино ял тата Вăрнар хула, пĕршер – Мăн Явăш тата Пăртас ял поселенийĕсенче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика