Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-кĕвĕ ытамĕнче

25 февраля 2009 г.

Мăн Явăшри культура çуртĕнчи «Çăлкуç» ансамбль Мăн Явăшпа Уйкас Явăшри клубсенче халăха хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă хыççăн «Мураты» ял хуçалăх предприятийĕнчи механизаторсене пысăк концерт кăтартрĕ.

«Çăлкуç» ансамблĕн квартечĕ – Нина Андреева, Зоя Александрова, Мария Якушкина, Альбина Петрова – В.Давыдов-Анатрипе А.Кибеч сăмахĕсем тăрăх Юрий Кудаков, Анатолий Никитин, Анатолий Андреев композиторсем кĕвĕленĕ «Пире тăван кĕтсе тăрать, «Телей», «Мĕнле пурăнан, аякри тăван;» юрăсене илемлĕ, чуна ăшăтакан сассисемпе шăрантарчĕ. Вĕсен шăпчăк евĕр сассисем çĕр ĕçченĕсен чунĕсене илĕртрĕç, пĕр авăк савăнăç ытамĕнче тытрĕç, тепĕр тапхăр макăртрĕç, чун-чĕрине пăлхантарса, шухăша ярса тунсăх авăрне путарчĕç...

Юрăçсен пултарулăхĕ этем ăсне ырăпа кĕрсе юлать, пурнăçра тĕл пулакан чăрмавсене сирме çĕнĕ вăй-хал парса тăрать. Вĕсен сассисенче – хавхалану кÿрекен йыхрав, чуна çупăрлакан çепĕçлĕх, кăмăла çĕклекен черчен туйăм.

Концерт ăнăçлăхĕ Валерий Степанович Кудрявцевран нумай килчĕ. Вăл, ансамблĕн баянисчĕ тата балетмейстерĕ пулнă май, ташăсене сцена çине кăларас енĕпе нумай тăрăшнă, вĕсене хореографи тĕлĕшĕнчен ăста якатса калăпланă, кашни хусканăва кĕвĕпе çыхăнтарнă. Хăвăртлăхпа çăмăллăх, наци эрешлĕхĕпе туйăмĕ ташăсен илемлĕхне, илĕртÿлĕхне кăшăлласа тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика