Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ăмăртусенче

25 февраля 2009 г.

Уяв кунĕсемпе пĕр килчĕç пулсан та иртнĕ канмалли кунсене район спортсменĕсем каллех ăмăртусенче ирттерчĕç.

Район администрацийĕн ĕçченĕсем акă Шупашкарта волейболла выляса тупăшнă, Тăвай, Красноармейски районĕсенчи ĕçтешĕсемпе тата «Лира» командăпа тĕл пулнă, «Туслăх» Кубока çĕнсе илнĕ. Командăра – район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин, пай пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем Константин Сидоров, Владимир Прокопьев, Андрей Матвеев, Сергей Шуркин, Дима Трофимов, Денис Трофимов, Светлана Войтенко, Настя Григорьева.

Шахмат енĕпе тулли мар вăтам шкулсем хушшинче иртнĕ шăматкун Хирпуç шкулĕнче вĕренекенсем палăрчĕç. Пĕрремĕш хăма çинче вылякан Виталий Мураткинăн акă пĕр çухату та пулмарĕ. Александр Николаевăн – пĕр çухату, Екатерина Николаеван пĕр çухату тата тепĕр партие никам çĕнтерейменнипе вĕçлерĕ. Каламалла, ку шкулта вĕренекенсем хăйсен ушкăнĕнче шашка енĕпе те район чемпионĕсем, мĕнпур шкул хушшинче вара – иккĕмĕш вырăнта.

Вăрманкас шкулĕнче вĕренекенсем те лайăх результатсем кăтартрĕç. Командăпа – кĕмĕл призерсем. Уйрăмшар зачетра Кристина Капирова пĕрремĕш, Степан Прохоров иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ку команда шашка енĕпе те район спартакиадинче иккĕмĕш вырăнта.

Шĕнер-ишексем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Аслисем хушшинче шашка енĕпе ирттернĕ район чемпионатĕнче малти вырăнсене çаксем тухрĕç: Григорий Игнатьев, Валерий Наумов тата Дима Максимов (Вăрнар), Светлана Чикмякова (Вăрнар), Надежда Прохорова тата Марина Афанасьева (Вăрманкас).

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика