Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЯВА СПОРТПА ÇЫХĂНТАРЧĔÇ

21 февраля 2009 г.

Ярмушкари культура çуртĕнче ĕçлекенсем клубри мероприятисене интереслĕ те халăха кăмăла каймалла ирттерме тăрăшаççĕ.

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Юратакансен кунĕнче, хĕрарăмсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ. «Шурăмпуç» халăх фольклор ушкăнне çÿрекенсем юрлама-ташлама кăна мар, спортра та маттур. Виçĕ çухрăма вĕсем хаваспах чупса тухрĕç. «Мала тухассишĕн мар, хамăра интереслĕ», – тесе кулаççĕ хăйсем. Хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăна Рена Молостова, иккĕмĕшне – Ярмушкари пĕтĕмĕшле практика врач офисĕн врачĕ Ираида Отрыванова, виççĕмĕш вырăна Людмила Сорокина тухрĕç. Шкул ачисем те аякка юлмарĕç. Виçĕ ушкăна пайланчĕç вĕсем. Чи кĕçĕннисем хушшинче Ильзита Алексеева, Катя Лаврова, вăтам ушкăнра Таня Калошева, Кристина Михайлова, Настя Васильева, аслă ушкăнра Ирина Молостова, Ирина Сорокина мала тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те пылак призсем парса хавхалантартăмăр.

Вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Сорокин пухăннисене, ăмăртăва хутшăнакансене уяв ячĕпе саламларĕ, ачасене парнесем парса савăнтарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика