21 февраля 2009 г.
Хисеплĕ çын Кĕçĕн Кипекре пурăнакан Нина Филипповна Андрианова нарăсăн 16-мĕшĕнче 65 çул тултарчĕ. Вăл 40 çул енне сывлăх хуралĕнче вăй хунă. Халĕ тивĕçлĕ канура, выльăх-чĕрлĕхпе тăрмашать, ал ĕçĕ тăвать.
1944 çулта Туçи Çармăс ялĕнче колхозник çемйинче кун çути курнă Нина. Амăшĕ колхозра вăй хунă, ашшĕ конюхра тăрăшнă. Вăрçă вăхăтĕнчи, вăрçă хыççăнхи çулсем… Хаш сывламасăр аса илеймест вĕсене Нина Филипповна. Икĕ пиччĕшĕ тата хăй хырăма тăрантарас тесе улттăрах çынсен ĕнисене çитерме илсе çÿренине аса илнĕçем куçĕсем куççульпе тулаççĕ хĕрарăмăн. Пĕр-пĕр уяв тĕлне çитсăран кĕпе çĕлеттерсе парсан вара хĕр пĕрчишĕн чаплăрах парне те пулман. Выçăллă-тутăллă пурăнсан та вĕренесех тенĕ Нина. Çырма тетрадьсем çитмен, чернил вырăнне юман çулçин çăпанĕпе усă курнă. Шкула та кивĕ тумтирпе, пир сумкăпа çÿренĕ. Çапах та вĕреннĕ, Туçи Çармăсри 7 класлă шкула мухтав хучĕпе пĕтернĕ. Паянхи кун та упрать ăна Нина Филипповна. Малалла вĕренме кайма вăтам пĕлÿ илни çинчен калакан документ кирлĕ пулнăран Кĕçĕн Кипекри вăтам шкула çÿреме тытăнать хĕрача. Кашни кун 8 çухрăм утаççĕ вĕсем юлташĕсемпе виçĕ çул хушши. «Хĕл кунĕнче шкула çитиччен чĕркуççисем нимĕн пĕлми шăнса каятчĕç, алсем те шăнса кÿтетчĕç. Хырăм епле выçатчĕ тата. Кун каçа пĕр чĕлĕ çăкăрпа пурăнаттăмччĕ», – аса илет халь Нина Филипповна.
1961 çулта Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет çамрăк хĕр. Çăмăл пулман ял хĕрачине тÿрех хулари пурнăçа хăнăхма. Пурăнма кĕтес те шырамалла, студент пурнăçне те хăнăхмалла пулнă. Канмалли кунсенче яла килсен каялла Канаша кайма укçине те тупса парайман тепĕр чухне амăшĕ. Анчах çамрăклăх çамрăклăхах çав, пурнăç начарри те çапса хуçаймасть ăна, вăл шав малаллах талпăнать.
Алăра диплом, медицина сестри пулни çинчен калакан документ. Пур еннелле те çул уçă. Кĕçĕн Кипекри участок больницине ĕçлеме килет çамрăк специалист. Туслă коллектива хăвăрт хăнăхать.
Пиçнĕ çырлана вăхăтра татса çимелле тенĕ пек, 1968 çулта Кивĕ Сăрьел каччипе Сергей Андриановпа пĕр çемье чăмăртать. Мăшăрĕ учитель дипломне алла илет. Андриановсен çемйи вара пуçĕпех Кĕçĕн Кипеке куçса килет. Пĕрин хыççăн тепри виçĕ ача çуралать. Халĕ ачисем пурте ура çине тăнă ĕнтĕ. Хĕрĕсем, Любăпа Олимпиада, ялти шкулта вĕрентекенре тăрăшаççĕ, çемьеллĕ. Ывăлĕ Андрей хăйĕн çемйипе Шупашкарта пурăнать.
40 çул енне ĕçленĕ Нина Филипповна сывлăх хуралĕнче. Хăйĕн ĕçне чунтан парăнса, тăрăшса пурнăçласа пынă вăл. Нумай çул профсоюз ертÿçи пулнă. Коллективра яланах хисепре пулнă вăл. Çамрăксене хăйĕн опытне пама, йывăр вăхăтра пулăшма тăрăшнă. Сывлăх хуралĕнче ĕçлекен çыннăн çĕрле те канăç çук. Сахал мар çынна пĕрремĕш пулăшу панă. Хăйсене йывăр вăхăтра пулăшнă çынсем халь те тав сăмах калаççĕ Нина Филипповнана. Ахальтен мар унăн ĕçне чылай грамотăпа хакланă. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ял çыннисем хушшинче те хисепре Нина Филипповна. Нумай çул ялти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи пулнă вăл. Тивĕçлĕ канура пулин те халĕ те ун патне час-часах сĕнÿ ыйтма килеççĕ.
Нина Филипповна тахçанах кукамай ятне илтнĕ ĕнтĕ. Аслă мăнукĕ 8-мĕш класа çÿрет. Пилĕк мăнукран чи кĕçĕнни вара ултă çулта кăна-ха. Питĕ юратаççĕ вĕсем кукамăшне. Ывăлĕн çемйи хуларан час-часах килсе çÿрет. Вĕсен хĕрĕ те кашни каникултах кукаçипе кукамай патĕнче. Нина Филипповна тивĕçлĕ канура пулин те, ахаль лармасть. Çамрăк чухнех ал ĕçне ăстаскер, алсиш-нуски, свитер-кофта çыхать. Мăшăрĕпе картиш тулли чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Мăшăрĕ Сергей Николаевич халĕ те ĕçлет-ха. Çавăнпа та хуçалăхри ĕç-пуç ытларах Нина Филипповна çине тиенет. Ывăлĕпе икĕ хĕрĕн çемйисем яланах пулăшма васкаççĕ ашшĕпе-амăшне. Çĕр улми лартса пуçтарса илме-и, утă çулса типĕтсе кĕртме-и, пурте пĕрле туслăн ĕçлеççĕ. Кÿршĕ-аршăпа та килĕштерсе пурăнаççĕ Андриановсем. Ĕçкĕ-çикĕре, уявсенче яланах пĕрле хутшăнаççĕ. Хăйсем те хăна-вĕрле пуçтарма кăмăллаççĕ. Нина Филипповна юрлама юратать, мăшăрĕ купăспа ăста вылять.