Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сурăхпа путексем вăрланă

21 февраля 2009 г.

Февралĕн 18-мĕшĕ умĕнхи каçхине Туçи Çармăс ялĕнчи М. хуçалăхĕнчен сурăхпа икĕ путек çухалнă. Хăйсем тĕллĕн мар, такам пулăшнипе. Хальлĕхе палăртман çын сарайне ирĕклĕнех кĕрсе тухнă, кил хуçине пĕчĕк мар тăкак кÿнĕ.

Февралĕн 17-мĕшĕнче 21 сехет иртсен Вăрнарта та ют пурлăха çаратнипе çыхăннă преступлени пулнă – поселокри пĕр урамра ларнă ВАЗ-2111 автомашинăна тустарнă. Машинăн пассажир енчи алăк çăрине çĕмĕрсе кĕрсе ЖК-телевизор тата автомагнитола вăрланă.

Çав кунах шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн «Шырав» ушкăнĕ Калининăра 26-ри Л.-на тытса чарнă. Оперативлă шырав ĕçĕсене ирттернĕ май, вăл хăйĕн килĕнче хăнара пулнă арçыннăн «Самсунг» телефонне вăрлани палăрнă.

Февралĕн 12-мĕшĕнче вара улталаса Калининăри шкул-интернат воспитанникĕнне кĕсье телефонĕ йăкăртса кайнă. Милици ĕçченĕсем, «вĕри йĕрпе» кайса, преступление Шупашкар районĕнче вăхăтлăх пурăнакан П. пурнăçланине тупса палăртнă. Вăл шалти ĕçсен Çĕрпÿ районĕнчи пайĕнче те шыравра шутланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика