Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш ятне ямасть

21 февраля 2009 г.

Пирĕн ентешсем катара пурăнсан та район, республика пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ, чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Акă Юлия Ивановна Ефимцева Украинăри Севастополь хулинчен тăван яла – Кÿстÿмĕре – килсенех хаçат редакцийĕнче вăй хуракан журналистсемпе тĕл пулма васкать, «Çĕнтерÿ çулĕн» тĕркине алăран ямасть, хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки те хаваспах каласа кăтартать.

Юлия Ивановна Çĕнĕ çул, Раштав, Кăшарни уявĕсене тăванĕсемпе пĕрле ирттерме мехел çитернĕ. «Тăвана тăван ан мантăр нихçан», – терĕ Юлия Ефимцева кăмăллăн. Хастар ентеш кăçал та пĕлтĕрхи пекех Вăрнар чиркĕвĕнче пулнă. Вăл Александр атте службăна икĕ чĕлхепе ирттернипе кăмăллă.

Юлия Ивановна Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсене çитсе курнă. Ăна иртнĕ çул чикĕ леш енче, Турцире, пулма тÿр килнĕ. «Маншăн çуралса ÿснĕ вырăнтан хакли нимĕн те çук. Тăван тăрăхри уçă сывлăш сывлăха çирĕплетет, чăваш мунчийĕ иксĕлми вăй-хăват парнелет. Çынсемпе чăвашла калаçатăп та кăмăлăм çĕкленсе каять», – калаçăва тăсать редакци хăни.

Чăн-чăн чăваш чунĕллĕ çын вăл Юлия Ефимцева. Ĕçтешĕсене те, ача-пăча садĕнче тимлекенсене, чăвашла сывлăх сунма вĕрентнĕ. Амăшĕн чĕлхипе калаçма Киеври университетра пĕлÿ пухакан хĕрĕ Кĕтерук та пĕлет иккен. Ачи-пăчине тăван халăха хисеплеме вĕрентекен, чăвашлăх сулмаклăрах аталантăр тесе тăрăшакан – Иван Яковлевич Яковлев патриархăн ĕçне малалла тăсаканĕ. Юлия Ефимцева Севастополь хулинчи чăвашсемпе тачă çыхăну тытать, вĕсене май пур таран пулăшма тăрăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика