18 февраля 2009 г.

«Самый классный классный» конкурсăн финалне кăçал вунулттăн тухрĕç: Людмила Бойкова, Оксана Жебелевская (Хапăс), Елена Степанова (Малти Ишек), Людмила Уткина (Пăртас), Светлана Антонова, Татьяна Сапожникова (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Венера Андреева, Надя Лаврентьева (Хăмăш), Ольга Птицына, Надежда Яковлева (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Светлана Трофимова (Кÿстÿмĕр), Галина Федорова (Санарпуç), Зоя Казакова (Мăн Явăш), Надежда Ласкина (Калинино), Татьяна Волкова (Туçи Çармăс), Марина Смирнова (Вăрманкас). Малти вырăншăн вĕсем иртнĕ эрнекун Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулăн актовăй залĕнче тупăшрĕç.
Класри лару-тăру, ачасен кăмăл-туйăмĕ, активлăхĕ чи малтанах класс ертÿçисенчен, тĕрĕсрех каласан, вĕсем йĕркелесе-пуçарса пынинчен, нумай килет. Çунакан факелпа хастарлăх ăнлавсем пĕр çынра, ку тĕслĕхре – вĕрентекенре, пĕрлешни вара чылай çитĕнÿ тума парать. Ăнланулăх, хавхалану, ăш-пиллĕх, çивĕч ăс-тăнпа çирĕплĕх... пулмасан ĕç ăнăçăвĕ пирки калаçмалли те çук, палăртрĕç конкурсăн районти тапхăрĕн финалисчĕсем.
Вунултă презентаци – воспитание никĕсе хывнă вунултă программа. Вĕсене кашниех тĕрлĕ тапхăрлăх хатĕрленĕ. Тĕп вырăнта вара – уйрăм вĕренекен, уйрăм характер. Пĕрисем вĕренÿ, обществăлла ĕçсен хастарĕсемпе епле ĕçленипе паллаштарчĕç. Анчах та социаллă ăнăçсăр, юлса пыракан е ытлашши чĕмсĕр тата ытти ушкăнри ачасен тавракурăмĕпе кăмăл-сипет воспитанине аталантаракан программăсем уйрăмах тимлĕ итлевпе пысăк хака тивĕçрĕç. Класс ертÿçисем кунашкаллисемпе тĕрлĕ енлĕ ĕçленине кăтартрĕç. Уйрăмах сăнав, куçа-куçăн калаçу, харпăр хăйне тытма вĕрентес мелсене, социаллă ĕçченсемпе психологсен хаклавне, тĕрлĕ мероприятисене явăçтарассине малти вырăна хучĕç.
Конкурса хакланă май, Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин реабилитаципе коррекци центрĕн директорĕн заместителĕ Наталия Федорова тата кăмăл-сипетпе этеплĕх, творчество аталанăвĕн республикăри центр заведующийĕ Татьяна Лушина класс ертÿçисем хăйсен программисенче вĕрентĕвĕн чи çивĕч ыйтăвĕсене хускатнине палăртрĕç. «Ачалăхпа çывăх пулни – телей, анчах кунта та йывăрлăхсем темĕн чухлех. Сирĕн пĕр вăхăтрах йĕркелÿçĕ те, актер та, анне те пулмалла. Сирĕнте çакнашкал чĕрĕлĕх пуррине курма кăмăллă», – палăртрĕ акă Татьяна Ивановна.
Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов конкурса хутшăнакансен шучĕ çулсерен ÿссе пынине, пирĕн класс ертÿçисем республикăра пĕрре мар палăрнине ырласа асăнчĕ, класс руководителĕсен институтне туса хуни вĕрентÿ процесĕн чылай çивĕч ыйтăвне татма пулăшнине, ачасемпе уйрăммăн ĕçлени кĕçĕннисем хушшинче преступлени тăвассине асăрхаттарасси ÿснине пĕлтерчĕ.
Вăрнар чысне республикăра кăçал виççĕн хÿтĕлĕç: Елена Степанова – пуçламăш классен, Татьяна Сапожникова – вăтам классен тата Марина Смирнова çамрăк учительсен ушкăнĕсенче. Район тапхăрĕнче хăйсен номинацийĕсенче шăпах вĕсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.
Аслă класс ертÿçисен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна никама та памарĕç. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăна Галина Ласкина тата Зоя Казакова тухрĕç. Пуçламăш классен ушкăнĕнче ку вырăнсене Светлана Антонова тата Венера Андреева, вăтам классен ушкăнĕнче Ольга Птицына тата Галина Федорова йышăнчĕç.