Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс асра юлчĕ

14 февраля 2009 г.

Хальхи вăхăтра интернет урлă питĕ нумай конкурссем иртеççĕ. Сентябрь– ноябрь уйăхĕсенче эпĕ «Раççей тата Германи хушшинчи культура кĕперĕ» конкурс условийĕсемпе паллашрăм, вăл мĕнле иртнине тишкертĕм. Конкурс нимĕç чĕлхине вĕренекенсем хушшинче иртни мана питĕ кăсăклантарчĕ. Вăл икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕш пайĕнче интернет урлă Тăван çĕршыв çинчен эссе çырмалла. Эпĕ хамăн тăван ял, Çĕньял Хапăс, çинчен интереслĕ материал пухрăм. Ăна хам анкета хыçне вырнаçтартăм. Германи çинчен викторинăри 50 ыйтăва хуравлама тиврĕ.

Декабрь вĕçĕнче эпĕ çак конкурсăн финалисчĕ пулса тăнине пĕлтĕм. Унта Раççейри 23 вĕренекен тухнă. Финал валли эпĕ хам çырнă эссе тăрăх илемлĕ слайд-шоу турăм, хамăн ĕçе сумлă жюри умĕнче хÿтĕлеме хатĕрлентĕм. Финал январĕн 31 – февралĕн 2-мĕшĕсенче Чулхулара иртрĕ. Эпир, кашни финалист, куçа-куçăн калаçрăмăр. Тĕрлĕ шайри преподавательсем, профессорсем, доцентсем пире 30 минут хушши тĕрлĕ ыйтусем парса тĕрĕслерĕç. Иккĕмĕш пайĕнче хамăр хатĕрленĕ слайд-шоусемпе нимĕçле паллаштартăмăр. Жюрире 9 çын пулчĕ. Вĕсем хушшинче нимĕç çыннисем виççĕн. Пирĕн вĕсен ыйтăвĕсем çине нимĕçле хуравлама тиврĕ.

Чулхулара ирттернĕ кунсем манăн чĕрере тарăн йĕр хăварчĕç. Пĕтĕм Раççейрен пуçтарăннă 23 ача виçĕ кун хушшинче питĕ туслă пурăнтăмăр, тĕрлĕрен интереслĕ вăйăсем, шÿтсем, паллашу саманчĕсем, тутлă апат, ăшă çутă пÿлĕм, Чулхулан кивĕ хули тăрăх ирттернĕ экскурси, интереслĕ парнесем манăн асăмра юлĕç. Манăн çак конкурса хутшăнма пулăшнăшăн Санарпуç шкулĕнче нимĕç чĕлхине вĕрентекен Раиса Геннадьевна Гордеева учительницăна, Валентина Анатольевна Александрована, шкул директорне Светлана Павловна Максимована тата аттепе аннене питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика