Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Компьютерсăр – пĕр кун та

14 февраля 2009 г.

Компьютеризаци ĕç тата общество пурнăçĕнчи мĕнпур сферăна çавăрса илчĕ. Çĕнĕ хăватпа тĕрлĕ информацие пĕлме кăна мар, Чăваш енри, Раççейри, пĕтĕм тĕнчери политика, ĕç, общество, культура пурнăçне хастар хутшăнма çул уçрĕ. Информаци технологийĕсем уйрăмах вĕрентÿ тытăмĕшĕн уйрăлми пай пулса тăчĕç. Çĕнĕлĕхе шăпах чи малтан ку сферăра тимлекенсем алла илчĕç тесен те йăнăш мар. Паян акă районти мĕнпур шкул интернетпа çыхăннă, кашнин хăйĕн сайчĕ пур.

– Компьютерпа усă курни педагогикăн çĕнĕ технологисене – проект меслечĕсене, модульлĕ тата дистанциллĕ вĕрентĕве... – алла илессине вăйлатать, – палăртаççĕ Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта тимлекенсем.

Коллективăн ку енĕпе пухнă опыт паха. Мобильлĕ компьютер класне уçни акă чылай предмета информаци технологийĕсем урлă вĕрентессине сарнă. Педагогсем халĕ мультимедийлă хатĕрсемпе информатикăра çеç мар, математика, вырăс чĕлхипе литератури, физика, хими, биологи, географи, ют чĕлхе урокĕсенче, çав шутра кĕçĕн классенче те анлă усă кураççĕ. Çакă чи малтанах вĕренÿ материалне çĕнĕ формăпа, ăнланмалларах пама пулăшать. Видеосюжетсем, презентацисем, электронлă тестсем тахçанах уроксен уйрăлми пайĕ пулса тăнă. Эльвира Анатольевна Христофорова акă хăйĕн вĕренекенĕсемпе «Нарспи», «И.Я.Яковлев çуралнăранпа 150 çул», «Фантастика калавĕсем» интернет-викторинăсене хутшăннă.

Компьютеризаци юхăмĕ уйрăмах вĕренекенсен хастарлăхне ÿстерчĕ. Çамрăклăхра – пĕтĕм çĕнĕ шухăш, тесе ахальтен каламастпăр мар-и; Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенсем акă «ăслă» техникăн мĕнпур майĕсене шĕкĕлчеççĕ, хăйсен идейисене пурнăçа кĕртеççĕ. Рефератсене, графика-таблицăсене сайра кам алă вĕççĕн хатĕрлет. Компьютер класĕсенче уроксем хыççăн та пушă вырăн çук: вăл е ку предмета тарăнрах тĕпчеççĕ, конкурс-олимпиадăсене хатĕрленеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика