Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĔРĔХ ÇУЛ – ЮРАТНĂ ĔÇРЕ

14 февраля 2009 г.

Ĕмĕр сакки сарлака, теççĕ. Çав хушăра хăшĕ-пĕри 20–30 çĕрте ĕçлеме ăнкăртать. Вырăнлах-ши ку – кăткăс ыйту. Нумаях пулмасть мана хамăр ентешпе, Валерий Михайлов музыкант-учительпе, тĕл пулма тÿр килчĕ. Вăрнарта çуралнăскер, ачалăхне Кив Шуртанта ирттернĕ. Унта вăл тантăшĕпе Петр Михайловпа туслашнă. Иккĕшĕ те музыкăпа интересленнĕ, шкула çÿренĕ чухнех купăспа тĕрлĕ юрă-кĕвĕ выляма пĕлнипе тĕлĕнтернĕ. Икĕ тус Кив Шуртанти пуçламăш тата Ямашри вăтам шкулсене лайăх паллăсемпе пĕтереççĕ, иккĕшĕ те музыкант пулас ĕмĕтпе Канашри педагогика училищине вĕренме кĕме шутлаççĕ. Анчах Петр Михайлова шăпа врач пулма пÿрнĕ, вăл Вăрнар район тĕп больницинче 37-мĕш çул ĕçлет, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Валерий Михайлов Канашри педучилищĕн музыка тата Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультечĕсене ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Училище хыççăн (1968 ç.) ăна Канаш районĕнчи Янкăлчри вăтам шкула ĕçлеме яраççĕ. Паянхи кун та çавăнта тимлет. Ачасене вĕрентнипе пĕрлех вăл шкулти тата ялти культура çуртĕнчи художество пултарулăх коллективĕсене вуншар çул ертсе пырать. Ларма-канма пĕлмен Валерий Михайлович тăрăшнипе асăннă коллективсен пултарулăхĕпе пахалăхĕ ÿссе пыраççĕ, вĕсем фестивальсенче, смотрсенче мала тухаççĕ. Унăн ĕçне, çитĕнĕвĕсене пысăка хурса хакланă. В.Михайлов патшалăх органĕсен, министерствăсен, обществăлла тĕрлĕ организацисен вуншар Хисеп грамотине, парнисене, хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. «Çак ĕçе чун туртать, урăх ĕçпе улăштарма шухăш та пулман», – тет кăмăллă, анлă тавракурăмлă, пултаруллă музыкçă-ентеш.

Тĕл пулăва Петр Михайлов та хутшăнчĕ. Ачалăха аса илсе икĕ тус икĕ баянпа тĕрлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Артистсенчен пĕрре те кая мар. Пĕр самантлăха пĕтĕм Вăрнар тăрăхĕ музыка тыткăнĕнче пулнă пек туйăнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика