Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя документ хатĕрленĕ

14 февраля 2009 г.

Пĕлтĕрхи декабрĕн 31-мĕшĕнче Вăрнар район сучĕ Мăн Явăш ялĕнче пурăнакан С.Г.Дергачева тĕлĕшпе йышăну кăларнă. Ăна РФ Уголовлă кодексĕн 292-мĕш статйин 1-мĕш (службăри ултавшăн) тата 159-мĕш статйин 3-мĕш (хăйĕн служба вырăнĕпе усă курса тунă ултавлăхшăн) пайĕсемпе айăпласа икĕ çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă. Кунсăр пуçне 2 çуллăха тĕрĕслев вăхăтне палăртнă, 3 пин тенкĕ штраф хунă.

Малтанлăх следстви тата суд палăртнă тăрăх, С.Г.Дергачева, 2006 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен Мăн Явăш ял поселенийĕн пуçлăхĕн заместителĕ пулнă май, хăйĕн ĕç укçийĕ пирки суя справка хатĕрленĕ. Унта хăйĕн тупăшне пĕчĕклетсе кăтартса тĕрĕс мар сведенисем кĕртнĕ, Мăн Явăш ял поселенийĕн пуçлăхĕшĕн тата «Чăваш Республикин Вăрнар районĕн централизациленĕ бухгалтерийĕ» муниципаллă учрежденин бухгалтерĕшĕн алă пуснă.

Суя документ тунă хыççăн, С.Г.Дергачева ку справкăпа пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн тÿлеме 2006 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2007 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕччен Чăваш Республикин бюджетĕнчен субсиди илсе тăнă. Çапла майпа вăл хăйĕн служба вырăнĕпе усă курса ултавлă ĕç тунă.

С.Г.Дергачева тĕлĕшпе йышăннă приговор кăçалхи январĕн 13-мĕшĕнче саккунлă вăя кĕнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика