11 февраля 2009 г.
Кам мĕнле те, анчах эпĕ район хаçатне пĕрре тытсан вуласа пĕтермесĕр алăран ямастăп. Юлашки вăхăтра питĕ килĕшет вăл мана. Мĕн çинчен кăна çырмасть пуль. Мĕншĕн кашни кунах килсе тăмасть-ши тетĕп. Акă, анчахрах, тĕрĕсрех каласан, январĕн 21-мĕшĕнче пичетленсе тухнă «Çăпатаçăм, çăпата» заметка мана, ватă çынна, тарăн шухăша ячĕ.
Тĕрĕссипе, унта сăмах районти тĕп библиотекăра çăпатана халалласа ирттернĕ мероприяти пирки пырать. Çамрăксене халăх аваллăхне вĕрентнине ырламалла кăна. Анчах паянхи ачасем чăн-чăн çăпатана курнă-ши; Иккĕленетĕп. Халĕ çăпата ăстисем çултан çул сахалланса пыраççĕ. Ман шутпа, çак ĕçе килес ăрусен те пĕлмелле. Вăй-хал пур чухне – эпĕ кĕçех сакăр вунвиççе çитетĕп – çамрăксене çăпата тума хаваспах вĕрентнĕ пулăттăм.
Тĕрĕссипе, хам ĕмĕрте çĕршер çăпата ăсталанă. Тĕпрен илсен, ытларах çичĕ пушăт çăпатине тунă. Вăрçăччен чăваш ялĕсенче пурте тенĕ пекех хĕлĕн-çăвĕн ăна сырса çÿренĕ. Мана, сăмахран, çăка касса пушăт хатĕрлеме, çăпата тума атте вĕрентнĕ. Атте тенĕрен, вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Вăрнарта, чукун çул вокзалне хирĕç, пĕрремĕш пÿрт туса лартнă. Каярахпа Упнер колхозĕнче бригадирта ĕçлерĕ. Маттур пулнă – 1936 çулта вăл Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине хутшăнма тивĕçнĕ. Лайăх астăватăп: атте, Василий Андреевич, Мускава çăпатапа кайса килнĕччĕ.
Çăпата салтакра та самаях пулăшрĕ. 1943 çулхи ноябрьте пире, вунçиччĕ тултарнă чăваш çамрăкĕсене, вăрçа илсе кайрĕç. Анчах анăçри фронта мар, тухăçри Хабаровска лекрĕмĕр. Яппун самурайĕсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕме хатĕр тăнă. Анăçра вилĕмле çапăçусем пынă вăхăтра та Совет Союзĕн кунта темиçе миллионлă çар тытма тивнĕ. Пурнăç питĕ йывăрччĕ. Салтаксене тумланмалли-тăхăнмалли çитместчĕ. Тен, пĕри те тепри ĕненмĕ: пĕр вăхăт пире çăпатапа та çÿреме лекрĕ. Ку енĕпе хамăр районти Пăртас ялĕнчен килнĕ йĕкĕтсем палăрчĕç. Вĕсем ротăри салтаксем валли темĕн чухлĕ çăпата хатĕрлерĕç. Чăн та, çăка пушăтĕнчен тунисем тăватă-пилĕк кунтан çĕтĕлсе юрăхсăра тухатчĕç. Хурама пушăтĕнчен ăсталанă çăпата уярта пиçĕхсе ларатчĕ те чылай вăхăта тÿсетчĕ. Анчах унăн пĕр çитменлĕх пурччĕ – хытă шутаратчĕ...
Çапла, хаçатри заметка мана çăпатапа çыхăннă самантсене тепĕр хут аса илтерчĕ.