Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнара пĕрремĕш çитрĕ

11 февраля 2009 г.

Эрнекун поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă «Çĕр çыннисем» курав ĕçлеме пуçларĕ.

Мускаври Сергей Воронин фотохудожникăн ĕçĕсенче чăваш ялĕн пурнăçĕ, унăн культурипе йăли-йĕрки, çыннисем вырăн тупнă. Сăн ÿкерчĕксенче чăваш тĕррисем паллă вырăн йышăнаççĕ, уйрăм сăнсем чылай.

«Çĕр çыннисем» курав-фестивале Чăваш ен Халăх пултарулăх çурчĕн проекчĕпе йĕркеленĕ. Вăл Чăваш Республикин Президенчĕн грантне те тивĕçнĕ. Районсенчен Вăрнара курав пĕрремĕш çитрĕ. Историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова каланă тăрăх, район çыннисене вăл уйăхĕпех савăнтарĕ, хыççăн ытти районсене çитĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика