Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮЛТАШЛА ТĔЛ ПУЛУ

07 февраля 2009 г.

Калининăри вăтам шкулта спорта аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, шкул программипе кунта вĕренекенсем яланах малта пыраççĕ. Вĕсем – вĕренекенсем хушшинчи спартакиадăсен пĕрре мар çĕнтерÿçи, хăй «лаççинче» сахал мар спортсмен туптаса кăларнă.

Спорта юратасси ăрусем иртсен те сÿнмест. Акă район администрацийĕ волейболла выляса ăмăртма чĕнсен хаваспах килĕшрĕмĕр.

Тĕл пулу шкул-интернатăн спорт залĕнче иртрĕ. Унта ял çамрăкĕсен, учительсемпе вĕренекенсен пĕрлештернĕ командисем те хутшăнчĕç.

Хĕрÿ тупăшура район администрацийĕн командине çитекенни пулмарĕ. Командăна район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин ертсе пычĕ, сывă пурнăç йĕркин чи ырă тĕслĕхĕ пулса тăчĕ.

Умра – çĕнĕ ăмăртусем. Паллăраххи – февралĕн 23-мĕшĕнче пулакан йăлана кĕнĕ В.Быков турнирĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика