Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киревсĕрлĕх валли вăхăт ан юлтăр

07 февраля 2009 г.

Транспорт çинчи шалти ĕçсен линейнăй пайĕн çула çитмен çамрăксемпе тимлекен инспекторĕсем чи малтанах хăйсем пăхса тăракан участоксенче ачасем чукун çул çинче аманассине, вĕсем тĕрлĕ преступленисене хутшăнассине, килсĕр-хÿтлĕхсĕр çапкаланса çÿрессине асăрхаттарассине ĕçри тĕп тĕллевсем шутне кĕртеççĕ. Шкулсенче, ытти вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ пухакансем каникулсенче каннă вăхăтра тимлĕхе уйрăмах вăйлататпăр.

Кăçалхи январь уйăхĕнче те ятарлă «Каникул» операци иртрĕ.

Ачасемпе тĕл пулнă чух та, хаçат урлă тухса калаçнă май та, эпир пурне те чукун çул çинче хăть хăçан та питĕ асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Яланах сыхă пулни пачах та чăрмантармасть, уйрăмах – каçхи вăхăтра. Çапах та, çын эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ-тĕк, тимлĕх çинчен калаçмалли те çук. Вăл хăй инкеке лекме кăна мар, ыттисемшĕн те хăрушлăх кăларма пултарать. «Каникул» операци вăхăтĕнчех, акă, январĕн пĕрремĕш кунĕсенчех Канашри линейнăй пай пăхса-асăрхаса тăракан участокра чукун çул çинче икĕ çын вилнĕ тĕслĕх пулнă. Çавăн пекех ÿсĕрле лекнĕ, 16 çул тултарман çамрăксем тĕлĕшпе те административлă протоколсем çырма тивнĕ.

Çавăнпа та транспорт милицийĕ ачасемпе çамрăксене, хăйсен сывлăхĕ çинчен шутласа, чукун çул çинче ним тĕллевсĕр, ахаль çапкаланса çÿреме юраманни пирки аса илтерет. Ашшĕ-амăшĕсене каникул вăхăтĕнче ывăлĕ-хĕрĕсене кружоксене, спорт секцийĕсене çÿретме, аслашшĕ-асламăшĕсем патне хăнана яма е лагерьсене вырнаçтарма сĕнетпĕр. Урăхла каласан, вĕсен киревсĕр ĕç тума вăхăт ан юлтăр. Енчен те кунашкал тума май çук пулсан, ачасене пушă вăхăта усăллă ирттерме пулăшăр: кил-çуртра тирпейлеме хушăр, илемлĕ литературăпа кăсăклантарăр.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, сирĕн ачасенчен япăххи аякран пăрăнса ирттĕр тата вĕсем киревсĕр ĕçсене ан хутшăнччăр тесен, тĕрлĕ темăсемпе калаçăр, кирлĕ сĕнÿ-канаш парăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика