Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитменлĕхсем чылай

07 февраля 2009 г.

Вăрнар район прокуратури поселокри «Солнышко» ача садĕнче ĕç саккунĕсене пăхăннине тĕрĕсленĕ, вĕсене сĕмсĕррĕн пăснине тупса палăртнă.

Ку вĕрентÿ учрежденийĕн заведующийĕн пĕлтĕрхи июлĕн 27-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн, тĕп работник çук вăхăта кĕçĕн воспитателе Г.-на илнĕ.

РФ Ĕç кодексĕн 16-мĕш статйинче палăртнă тăрăх, ĕçлекенпе ĕç паракан хушшинчи ĕç хутшăнăвĕсем саккунпа килĕшÿллĕн, ĕç килĕшĕвĕ çырсан пуçланса каяççĕ. Анчах Ĕç кодексĕн 16, 56, 57-мĕш статйисенче ыйтнине хирĕç кайса, Г.-па ĕç килĕшĕвĕ туман. Декабрĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса вара, ача кĕтнĕ тапхăрта, ăна заведующи хушăвĕпе ĕçрен хăтарнă.

РФ Ĕç кодексĕн 84.1-мĕш статйинче çырнă тăрăх, ĕç договорне ĕç паракан хушăвĕпе пăрахăçлаççĕ. Çавăн пекех ĕçлекене ку хушупа паллаштарса алă пустармалла. Ĕç килĕшĕвне пăрахăçланă кун ăна ĕç кĕнекине тавăрса памалла тата укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен татăлмалла.

Анчах ертÿçĕ Г.-на ĕçрен хăтарни пирки хушупа паллаштарман, ĕç кĕнекине те паман, ĕç укçине те туллин тÿлесе татман.

Енчен те ĕç килĕшĕвне тĕп работник çук вăхăтра ун тивĕçĕсене туса пыма çырнă-тăк тата хĕрарăма ача çуратичченхи тапхăра вăл сывлăхне кура пурнăçлама пултаракан ĕçе куçарма май çук-тăк, ача кĕтекен хĕрарăма ĕç килĕшĕвĕн вăхăчĕ вĕçленсен ĕçрен хăтарни саккунсăр мар. Çав вăхăтрах ĕç параканăн ăна ку вырăнта саккунра ыйтнине тивĕçтерекен пур вакансие те сĕнмелле. Енчен те коллектив, ĕç килĕшĕвĕсенче пăхса хăварнă пулсан – урăх вырăнти вакансисене те.

Çапла, Г. ача садĕнче вăй хума пăрахнă чух ертÿçĕ ку саккунсене шута илмен.

Акă ĕç килĕшĕвĕ пăрахăçа тухнă кун ĕçлекен çуккипе е вăл алла илме хирĕçленипе ĕç кĕнекине тавăрса пама май çук-тăк, ĕç параканăн ăна килсе илме пĕлтерсе е почтăпа тавăрма килĕшÿ ыйтса уведомлени ярса памалла.

Апла пулин те, саккун ыйтнине тивĕçтермесĕр, «Солнышко» ача сачĕн заведующийĕ хăш-пĕр ĕçлекенсен кĕнекисене, уведомленисем ямасăр, вĕсен тăванĕсене тавăрса панă. Ĕç кĕнекисен куçăмне шута илекен кĕнекере ку работниксене вĕсене тавăрса пани çинчен палăртни çук.

Кунсăр пуçне, РФ Ĕç кодексĕн 136-мĕш статйинче çырнине пăхăнмасăр, Вăрнарти «Солнышко» ача садĕнче кăçалхи январĕн 22-мĕшĕ тĕлне пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕшĕн ĕç укçине пурне те туллин тÿлесе татса пĕтермен.

Çапла майпа, асăннă ача садĕнче тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн район прокуратури саккуна пăснă тĕслĕхсене пĕтерме хушса район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ ячĕпе представлени янă, ку вĕрентÿ учрежденийĕн заведующийĕ тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен ĕç пуçарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика