Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекенсене хÿтĕлетпĕр

07 февраля 2009 г.

Прокуратура тытăмĕнче тимлекенсем тĕрлĕ сферăра пур енлĕ асăрхава пурнăçлаççĕ. Районти предприяти-организацисенче, учрежденисенче ĕç саккунĕсене тĕпе хурса тимлеççĕ-и – çакна та прокуратура сотрудникĕсем кирлĕ шайра тĕрĕслесе тăраççĕ. Пĕлтĕр те ку тĕлĕшпе калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ, «кÿрентернĕ» ĕçлекенсене вĕсен саккунлă прависене хÿтĕлесе пулăшу панă. Çав шутра – ĕç укçине тÿлемен тĕслĕхсемпе те.

Çапла майпа, ĕç укçине тÿлесе татманнипе çыхăннă тĕслĕхсемпе район прокуратури 2008 çулта 30 ытла тĕрĕслев ирттернĕ, вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх 11 организаципе предприяти ертÿçисем тĕлĕшпе РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 5.27-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе – ĕç тата ĕç сыхлавĕн саккунĕсене пăснăшăн – административлă ĕçсем пуçарнă. Тĕрĕслевре курăннă çитменлĕхсене пĕтерме хушса 21 представлени çырнă, ĕçлекенсен интересĕсене хÿтĕлесе ĕç укçине шыраса илме ыйтса суда 204 заявленипе тухнă. Пĕтĕмĕшле илсен, прокуратура хутшăннипе ĕç укçи тĕлĕшпе 1,5 млн ытла тенкĕ парăма татнă.

Ку çул та Вăрнар район прокуратури граждансен ĕç прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ĕç-хĕле çĕнĕ вăйпа малалла тăсĕ. Çав шутра тĕрлĕ сăлтавпа ĕç укçине е ытти тÿлевсене илейменнисене те пулăшĕ.

Район çыннисене аса илтеретпĕр: ĕç саккунĕсене пăснă пĕтĕм тĕслĕх пирки прокуратурăна пĕлтерсе тĕрĕсмарлăха пĕтерме май пур. Пирĕн адрес: Вăрнар поселокĕ, Ленин урамĕ, 75-мĕш çурт. Çак телефонпа шăнкăравлама пултаратăр: 2-51-52.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика