Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв концерта йыхравлать

07 февраля 2009 г.

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне районта хатĕрленĕ мероприятисен планĕ пуян та нумай енлĕ. Вĕсене культура, спорт тата вĕрентÿ сферисенче тимлекенсем пĕрлешсе ирттерĕç.

Юнкун çак уявăн йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче хатĕрленÿ ĕçĕсене тĕплĕн пăхса тухрĕç, хăш-пĕр улшăнусем кĕртрĕç.

Поселенисем хушшинчи районти тĕп библиотека çамрăксенче патриотизм туйăмне вăратассипе кăсăклă куравсем хатĕрленĕ, «Призывника пĕлме» буклет, «Саккун тата çар служби» калаçу сехечĕ те вĕсемшĕн усăллă пулĕ. Историпе краеведени музейĕнче уйăх тăршшĕпех «Раççей – пысăк çĕршыв» фотовыставка ĕçлĕ.

Поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕ артист чунлă çынсем хушшинче патриотла юрăсен конкурсне ирттерет. Унăн çĕнтерÿçисем уявăн тĕп концертне хутшăнĕç. Вăл вара февралĕн 20-мĕшĕнче иртет, 16 сехет те 30 минутра пуçланать. Программа тăрăх, Çĕршыв хÿтĕлевçин уяв каçĕнче вăрçă ветеранĕсем, сумлă хăнасем пулĕç, вĕренÿ тата спорт активисчĕсене чыслĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика