Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăх пырать

04 февраля 2009 г.

Çамрăк ăрăва çĕршывăн сыхă та шанчăклă хÿтĕлевçисем пулма вĕрентсе хатĕрлесси – шкулти педагогсен чи пирвайхи тивĕçĕ. Халĕ вĕрентÿ учрежденийĕсенче ку енĕпе уйăхлăх пырать.

Мăн Явăшри вăтам шкулта вĕренекенсем уйăхлăхра ирттерме палăртнă ăмăртусемпе конкурссене йышлăн хутшăнма палăртаççĕ, вĕсенче хăйсен ăсталăхне, çирĕплĕхне кăтартма тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Спорт залĕнче волейболла выляс енĕпе куллен ăмăртусем пулса иртеççĕ. Вĕсенче мала тухнисене уйăхлăх вĕçĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче вĕренекенсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пĕлнине, кăткăс лару-тăрура медицина пулăшăвĕ пама пултарнине кăтартаççĕ. Çавăн пекех çарпа патриотизм темипе çырнă юрăсене юрлассипе, тăван тавралăх историйĕпе культурине тĕпчессипе конкурссем пулса иртмелле.

Уйăхлăхра ачасене патриотизмла воспитани парассипе, сывă ăру çитĕнтерессипе çыхăннă ыйтусем, спорт ăмăртăвĕсем тĕп вырăнта пулĕç. Шкулти Ĕçпе Çар мухтавĕн музейĕнче тăтăшах çар тата патриотизм темисемпе диспутсем, лекцисем, ыйтусемпе хуравсен кунĕсене ирттерме палăртаççĕ.

Пур класра та йĕлтĕрпе чупса мала тухассипе тупăшусем иртеççĕ. Чи вăйлисем уйăхлăх вĕçленнĕ кун финалта вăй виçĕç.

Уйăхлăхра ирттерекен ăмăртусемпе конкурссене физкультура учителĕ Алексей Анатольевич Степанов йĕркелесе пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика