Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал опытпа паллашрĕç

04 февраля 2009 г.

Мал опытпа паллашрĕç

Вĕренекенсене хушма пĕлÿ парас, кăмăл туртăмĕпе вăл е ку кружок-секцие явăçтарас ыйту «Вĕрентÿ» наци проектĕнче тĕп вырăнта тăрать.

Ачасемпе çамрăксен Вăрнарти пултарулăх çуртĕнче акă 29 пĕрлешÿ. Спорт, техника, туризмпа краеведени, экологипе биологи, художество, культура направленийĕпе ĕçлекенскерсене, 500-е яхăн ача çÿрет. Пирĕн районăн, паллах, ку енĕпе мухтанмалли пур. Ĕçтешĕсемпе пайламалли те. Ахальтен мар ĕнтĕ республикăри ачасемпе çамрăксен ытти пултарулăх çурчĕсен директорĕсем, методисчĕсемпе педагогĕсем иртнĕ эрнере пирĕн патра семинар йĕркелерĕç.

Хамăрăн пултарулăх çурчĕ авариллĕ ларура пулнăран, хăнасене Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул йышăнчĕ. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов, районта ачасене хушма пĕлÿ парассипе мĕнле ĕçленипе паллаштарнă май, çурта кăçалхи капиталлă юсав планне кĕртнине палăртрĕ. Кружоксем тенĕрен, вĕсенче мĕнпур вĕренекенсен сакăрвунă ытла проценчĕ тавракурăма анлăлатать. Ку йышра çула çитмен çамрăксен комиссинче учетра тăракан вунă ача та пур, çакă вара воспитани процесĕн курăмлă ĕçĕсенчен пĕри.

Семинар ĕçне республикăри Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин представителĕсем те хутшăнчĕç. Министерствăн çамрăксемпе ĕçлекен управленийĕн ертÿçи Ольга Ефремова çакнашкал ĕçлĕ пухусене малашне районсенче ирттерме палăртнине пĕлтерчĕ. Вăрнарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн директорне Любовь Максимована Пĕтĕм Раççейри конкурсăн окугри тапхăрĕнче палăрнăшăн виççĕмĕш степеньлĕ Дипломпа чысларĕ.

Мастер-классенче иртнĕ занятисем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май пачĕç. Çĕнĕ-шупашкарсем акă ытларах техника профильне аталантарнă, шупашкарсем судо-, авиамоделировани енĕпе малта пыраççĕ, çĕмĕрлесем гусарсемпе палăрнă т.ыт.те. Вăйă мелĕпе йĕркеленĕ практикум кашниншĕнех усăллă пулчĕ. Ку секцие Мария Сурмина методист ертсе пычĕ.

Елена Шарипова ертсе пыракан шырав ушкăнĕ чылай конкурсра мала тухнă. Инноваци технологийĕсемпе усă курса ĕçленĕшĕн вăл хăй те Чăваш ен Президенчĕн грантне тивĕçнĕччĕ. Çавăнпа та педагога вун-вун ыйту панинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Вăл ĕçтешĕсене тĕпчев проекчĕсене епле пурнăçа кĕртнипе паллаштарчĕ.

Евгений Игнатьев педагогпа Владислав Львов тренер-преподаватель ирттернĕ интерактивлă мероприяти те хăнасене тыткăнларĕ. Ачасемпе вĕсем палăртнă полосара турист хăнăхăвĕсене кăтартрĕç.

Семинар тухăçĕ – çĕнĕлĕхсемпе паллашнинче, çакна пухăннисем пурте ырласа палăртрĕç. Актовăй залра ачасем ăсталанă япаласенчен йĕркеленĕ курава та, пултарулăх çурчĕн воспитанникĕсен художество номерĕсене те вĕсем лайăхпа хакларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика