Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçисем ĕçре чух çаратнă

04 февраля 2009 г.

Вăрăсем сĕмсĕрленсех пыраççĕ. Ют хваттерсене, кил-çурта тăр кăнтăр кунĕнчех тустарса çÿреме именмеççĕ. Ку преступленисене шутласа, хатĕрленсех пурнăçлаççĕ – кил хуçисем çак вăхăтра ĕçре пулнине е урăх сăлтавпа çуккине пĕлсе тăраççĕ ахăртнех. «Меллĕ» самантпа усă курса хваттере кĕреççĕ, хуçисене пурлăхсăр тăратса хăвараççĕ.

Акă, эрнекун, январĕн 30-мĕшĕнче, Вăрнарта çакнашкал преступлени пулса иртнĕ. Советски урамĕнчи çуртри пĕр хваттере вăрă 8–12 сехет хушшинче ирĕклĕнех кĕрсе тухнă – килте никам та çуккипе ăна чăрмантаракан пулман. Хуçисен ывăлĕ кăнтăрла тĕлне таврăннă çĕре ун йĕрĕ те юлман. «Кĕтмен хăна» В.-сен хваттерне çăра уççине юраттарса кĕнĕ, тупăш тумалли пурлăх шыраса хăй килти пекех хуçаланнă. Çапла майпа вăл ноутбук, цифрăллă фотоаппарат, ылтăн вăчăра йăкăртса тухса тарнă.

Сăмах май, кунашкал преступленисем – хваттерсене кăнтăрла çаратнă тĕслĕхсем – 2007 çулта харăсах темиçе пулса иртнĕччĕ. Кун пек киревсĕр ĕçсене вăрăсем тĕплĕн хатĕрленсе тăваççĕ, куракансем çук – вĕсене уçса пама та çăмăлах мар. Çавăнпа та çурт-хваттер хуçисене те пурлăх хÿтлĕхне шанчăклă тивĕçтерме сĕнетпĕр. Май килнĕ таран çăрасене çирĕплетме тăрăшăр. Çурт-хваттерсене сыхлама шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕ çумĕнчи ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕпе килĕшÿ тусан тата аванрах. Енчен те сирĕн пата хăвăр çук вăхăтра такамсем кĕме хăтланаççĕ пулсан, çакăн çинчен сигнал тÿрех хуралçăсен пульчĕ çине килет, вăррăн хăйĕн киревсĕр шухăшне пурнăçа кĕртме май пулмĕ.

Çав вăхăтрах кÿршĕсене те, куракан-илтекенсене те преступлени пирки мĕн те пулин пĕлетĕр пулсан, милици ĕçченĕсене хыпарлама ыйтатпăр (анонимлă майпа та юрать). Паян кÿршĕсене çаратакансене курмăш пулатăр тейĕпĕр, анчах тепрехинче хăвăр вĕсенчен шар курма пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика