04 февраля 2009 г.
Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсен кăçал акма пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене 3387 тонна хурса хăварма палăртнă. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне плана йăлтах пурнăçланă. Вăрлăхăн 71 процентне е 2401 тоннине тивĕçлĕ шая çити тасатса çитернĕ.
Районта пахалăхлă вăрлăх хатĕрлессипе яланхиллех К.Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Хорнзор», «Знамя», «Мураты» ял хуçалăх кооперативĕсем тата «Агрохмель» тулли мар яваплă общество хастар ĕçлеççĕ. Çавăн пекех кăçал «Гвардеец» тата «Юнтапа» хуçалăхсем ырă енчен палăрчĕç. Вĕсем çак вăхăт тĕлне илсессĕн вăрлăха çителĕклипех пÿлмене хурса хăварса кондицие лартнă.
«Янгорчино», «Хорнзор», «Знамя», «Мураты» хуçалăхсем пирки уйрăммăн калас килет. Вĕсенче паха вăрлăх хатĕрлессине вырма ĕçĕсемпе пĕрлех йĕркелесе яма тăрăшаççĕ: йĕтем çинчех сортласа тасатса пÿлмене кĕртсе хураççĕ. «Санары» агрофирма ĕçченĕсем те ырă ята тивĕçлĕ. Вĕсем ака валли хурса хăварнă вăрлăха хальлĕхе тивĕçлĕ шая çитереймен пулин те тухăçлă ĕçлеççĕ. Хуçалăхра тырă тасатассипе ятарлă икĕ звено вăй хурать. Агрофирмăран çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен элитăллă тата супер-элитăллă вăрлăх туянаççĕ. Сăмах май агрофирмăра çĕнĕ çул тĕлне 180 тонна тулăпа урпа алларĕç, ăна сутма ятарлă сертификат илчĕç. Кăрлач уйăхĕнчи ĕç те кăтартуллă: 125 тонна тулă, 117 тонна урпа, 25 тонна выльăх пăрçи хатĕрленĕ. Çак кунсенче сертификат илмелле. Çапла вара «Санары» агрофирма ял хуçалăх предприятийĕсене элита вăрлăхпа – «Эстер» çурхи тулăпа, «Эльф» урпапа, «Узуновские» выльăх пăрçипе тивĕçтерме – пултарать.
Районта паха вăрлăх хатĕрлессипе «Правда», «МТС» хуçалăхсенче начар тимлеççĕ. «Победа» хуçалăхра та пахалăхлă тырă – 23 процент кăна.
Вăрлăх хатĕрлесси районта иртнĕ çулхипе танлаштарсассăн кăшт каярах юлса пырать. Пĕлтĕр ĕç кăтар- тăвĕ 78 процентпа танлашнăччĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тата «Родник» агрофирмăра та ĕçе хăвăртлатмалла.
Хуçалăхсенче хывса хунă пĕтĕм вăрлăхлăх тырра тĕрĕсленĕ хыççăн çакă палăрчĕ: кондицие тырă тасамарлăха пула лармасть. Ку çитменлĕхе ĕçлесессĕн пĕтерме пулать. Шăтаслăхĕпе (1:) тата нÿрĕклĕхĕпе (1:) кондицие ларманнисем нумаях мар. Паллах, хăш-пĕр хуçалăхсенче кăçал та вăрлăха тырă сăвăсĕ ернĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Анчах та çакна вăхăтра асăрхаса, тивĕçлĕ мерăсем йышăнса çак хурт-кăпшанкăран хăтăлма май килчĕ.
Сорт пахалăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, ял хуçалăх культурисем çитĕнтернĕ çĕрте лайăх сортпа усă курни тухăçа ÿстерет. Çавăнпа та район уй-хирĕнче сортлă мар тырă акнă лаптăксем пулмалла мар. Пирĕн районта пулас тухăç валли пÿлмене хурса хăварнă вăрлăх пĕтĕмĕшле илсессĕн пурте сортлă. Сортлă мар вăрлăх пирĕн виçĕ хуçалăхра кăна: «МТС»-ра – 14 тонна çурхи тулă, «Правдăра» – 5 тонна урпа тата 10 тонна сĕлĕ, «Победăра» – 8 тонна урпа, 40 тонна сĕлĕ. Анчах та сортлă вăрлăхăн тата тепĕр пахалăх палли пур – унăн репродукцийĕ. Районта пÿлмене хурса хăварнă вăрлăхăн пахалăхĕ репродукци енчен илсессĕн çакнашкалтарах: супер-элитăлли – 2 процент, элитăлли – 8 процент, I-мĕш репродукцилли – 40 процент, II, III-мĕш репродукцилли – 13-ер процент, IV-мĕш репродукцилли – 10, V-мĕш репродукцилли – 4, массăллă репродукцилли – 5 процент. Сортлă мар вăрлăх – 5 процент. Репродукци енчен илсессĕн районти вăрлăх пахалăхĕ начарах та мар пек туйăнать, анчах та ку ÿкерчĕк кăштах ултавлăрах. «Санары» агрофирмăна пула элитăллă, уйрăмах супер-элитăллă вăрлăх районта чылай. Анчах та çак пур енчен те паха вăрлăхăн ытларахăш пайĕ районта юлмасть: республикăри хуçалăхсем туянса пĕтереççĕ. Шел пулин те, юлашки çулсенче хамăр районти аграрисем «Санары» агрофирмăран вăрлăх сахалрах туяннă. Вăрлăх çĕнетессипе К.Маркс ячĕллĕ, «Луч», «Знамя», «Победа» хуçалăхсем кăна агрофирмăпа тачă çыхăнса ĕçлерĕç.
I-мĕш, II-мĕш, III-мĕш репродукциллĕ тырă районĕпе 66 процент йышăнать. Ку кăтарту лайăх пулнинче «Кольцовка», «Вурнарская», «Луч», «Янгорчино», «Хорнзор», «Мураты», К.Маркс ячĕллĕ, «Агрохмель» ял хуçалăх предприятийĕсен тата аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн тÿпи пысăк. Вĕсем юлашки çулсенче вăрлăха тăтăшах улăштарса тăчĕç.
Вăрлăх çинчен сăмах хускатнă чухне çакна та каласа хăвармалла. «О семеноводстве» федераллă саккунăн 8-мĕш статйипе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви 2005 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче вăрлăхлăх тырă пирки ятарлă хушу кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн вăрлăх туса илме IV-мĕш репродукци таран кăна юрать. V-мĕш тата малалли (массăллă) репродукциллисене апат-çимĕçре, выльăхсене çитернĕ чухне тата ытти çĕрте кăна усă курмалла. Пирĕн районта V-мĕш тата малалли репродукциллисем 2009 çул валли хурса хăварнă пĕтĕм вăрлăхран 9 процент йышăнаççĕ. Кунашкал вăрлăх «Гвардеец», «Юнтапа», «Правда» хуçалăхсенче нумай.
Вăрлăха çулсем иртнĕ май мĕншĕн улăштармалла; Вăрлăхра чир-чĕр пухăнса пырать, сорт пахалăхĕ те чакса пырать. Унсăр пуçне вырма ĕçĕсенче, йĕтем çинче тата акнă чухне пĕр культура тепринпе хутăшасси те пулать. Çавăнпа ĕç культури тивĕçлĕ шайра кирлĕ. Пысăк тухăç илме ĕмĕтленекен хуçалăхсем вăрлăха çийĕнчех çĕнетсе пыраççĕ.