Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах – çивĕч перопа

31 января 2009 г.

Раççей Писательсен союзĕн членĕн Михаил Алексеевич Васильевăн паян – юбилей. Вăл – С.В.Элкер ячĕпе хисепленекен, И.Н.Ивник ячĕпе хисепленекен тата А.В.Емельянов ячĕпе хисепленекен премисен лауреачĕ. Паллă журналист, публицист. СССР пичет отличникĕ. СССР гражданла хÿтĕлев отличникĕ. Ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн, ВЛКСМ Тĕп комитечĕн, Мире хÿтĕлекенсен Чăваш комитечĕн, офицерсен «Выстрел» аслă курсĕсен (М.Васильев – отставкăри капитан) Хисеп грамотисемпе, «Муса Джалиль çуралнăранпа 100 çул» Хисеп медалĕпе (М.Васильев шкулта вĕреннĕ чухнех унăн сăввисене вырăсларан чăвашла куçарнă) чысланă.

Михаил Алексеевич Вăрнар районĕнчи Айкăш ялĕнче çуралнă. Мăн Явăш тата Кĕçĕн Кипек шкулĕсенче вĕреннĕ. Хусанти В.И.Ульянов-Ленин ячĕпе хисепленекен патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, журналист специальноçне алла илнĕ. Унăн сăввисем, калавĕсем, фельетонĕсем 1955 çултанпа хаçат-журналта пичетленеççĕ. Темиçе кĕнеке авторĕ.

Чĕрĕк ĕмĕр профессиллĕ журналист ятне çÿлте тытнă, çав шутран 16 çул Вăрнар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат республикăра чи лайăххисенчен пĕри шутланнă. М.Васильев 20 çул ытла халăх депутачĕсен Вăрнар район канашĕн депутачĕ тата яланхи комисси председателĕ пулнă. 1970–1980 çулсенче – Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн правленийĕн членĕ. 1991 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче ăна РСФСР Журналистсен союзĕн Федеративлă канашĕн членне суйланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика