31 января 2009 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, республикăри министерствăсемпе ведомствăсем массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче çулсерен ирттерекен конкурссене кăçал та Чăваш пичечĕн кунĕ тĕлне пĕтĕмлетрĕç. Çĕнтерÿçĕсене иртнĕ эрне вĕçĕнче чысларĕç.
Пĕлтĕрхи пекех ку йышра районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат та пур. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин «Правопорядок» конкурсĕнче вăл район хаçачĕсем хушшинче иккĕмĕш çул харăс пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Малтанхи çулсенче те пĕрре мар призлă вырăнсене лекнĕ.
Вулакансем лайăх пĕлеççĕ: «Çĕнтерÿ çулĕ» районти йĕрке хуралĕн тытăмне туллин çутатать, уйăхсерен ятарлă страница кăларса тăрать. Ку, чи малтанах, – экономикăпа право пайĕн редакторĕн Ирина Яковлеван тивĕçĕ. Вăл районти криминогенлă лару-тăрăва лайăх пĕлсе тăрать, йĕркене пăсакансене çивĕч статйисем урлă «тăн кĕртет», тĕрлĕ рубрикăсем тытса пырать.
Мала тухнă ятпа район хаçат редакцийĕн коллективĕ ЧР шалти ĕçсен министрĕн В.Антонов аллинчен пĕрремĕш степеньлĕ Диплома тата хаклă парнене тивĕçнĕ.