Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирилл митрополит – 16-мĕш Патриарх

31 января 2009 г.

Январĕн 27-мĕшĕнче Мускаври Çăлавçă Христос чиркĕвĕнче Мускавпа Пĕтĕм Руç Патриархĕн суйлавĕ иртнĕ. Поместнăй Собор йышăнăвĕпе Мускав Патриархи Престолне Смоленск тата Калининград митрополичĕ Кирилл суйланнă.

Сасăлав кăтартăвĕпе Патриарх престолĕн управçи Смоленск тата Калининград митрополичĕ Кирилл 508 сасă пухнă, Мускав патриархи ĕçĕсен управляющийĕ Калуга тата Боровск митрополичĕ Климент – 169.

Собор участникĕсем Кирилл митрополит Вырăс Православи чиркĕвĕн Предстоятелĕ пулса тăнине алă çупса йышăннă. Кирилл Патриарха Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев тата Владимир Путин премьер ăшшăн саламланă. Интронизаци ыран, февралĕн 1-мĕшĕнче, иртет.

Мускав тата Пĕтĕм Руçăн 16-мĕш Патриархĕ Кирилл митрополит 1946 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика