28 января 2009 г.
2006–2008 çулсенче «Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» наци проектне пула районта пурăнакансен 15,03 проценчĕ çăмăллăхлă кредит илсе витесем çĕкленĕ, выльăх-чĕрлĕх ăратлăхне лайăхлатнă, хăватлă техника туяннă. Мăн Явăш (19,07 процент), Кĕçĕн Кипек (18,25), Калинино (16,73 процент) ял тăрăхĕсенчи çынсем кредита ытларах тивĕçнĕ. Пăртас ял тăрăхĕнче пурăнакансем пуçарулăх ыттисенчен сахалрах кăтартнă – 7,81 проценчĕ кăна кредит илнĕ.
Перекет банкĕпе Раççей ял хуçалăх банкĕ хушма хуçалăх тытакан 1969 çынна 274126,41 пин тенкĕлĕх кивçен укçа уйăрса панă.