Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăхшăн тăрăшса

28 января 2009 г.

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ял хуçалăхне малалла аталантармалли çул-йĕрсене палăртнăччĕ. Вĕсене тĕпе хурса, «Знамя» ял хуçалăх предприятийĕнчи çĕр ĕçченĕсем пĕлтĕрхи уй-хир ĕçĕсене тепĕр хут тишкерсе тухрĕç, тыр-пул, çĕр улми тата выльăх апачĕ туса илмелли кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.

Иртнĕ çулта «Знамя» ял хуçалăх предприятийĕ уй-хир пуянлăхне алла илес енĕпе ăнăçлă ĕçлерĕ. Мăн-турхансем кашни гектартан 26 центнер тĕш тырă пухса кĕртрĕç. Уйрăм культурăсен тухăçĕ тата пысăкрах. Сăмахран, «мироновская – 808» кĕрхи тулă гектартан 30 центнера яхăн тухăç панă. Çур тыррисенчен урпана палăртмалла, унăн гектарти тухăçĕ 30 центнертан иртнĕ.

Çĕр ĕçченĕсем çĕр улми туса илессипе те кăтартуллă, тупăшлă ĕçлерĕç, ăна гектартан 265 центнер пухса кĕртрĕç.

Выльăх апачлĕх акнă культурăсен тухăçĕ те начар мар. Утăлăх акнă курăксем уйрăмах хÿхĕм ÿсрĕç. Çавна май выльăхсем валли çителĕклĕ апат хатĕрлесе хăварчĕç. Кашни условнăй выльăх пуçне 20 центнера яхăн апат единици тивет.

Хуçалăхăн тырă акмалли çĕрсем пысăк мар, 500 гектар ытларах кăна. Çапах та мăн-турхансем çав лаптăк çинченех пысăк тупăш илме тăрăшаççĕ. Ун пирки хуçалăх ертÿçи Вячеслав Иванович Васильев акă мĕн каласа пачĕ:

– Тăпра пулăхне çулсерен лайăхлататпăр. Чăрмавĕсем те сахал мар. Пĕтĕм япала хакланса кайнине пула кирек мĕнле тавар туянас тесен те ума пысăк йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Минераллă удобренисене, çум курăкпа хурт-кăпшанка пĕтермелли им-çама, пысăк тухăç паракан тырă сорчĕсене кирлĕ чухлĕ туянаймастпăр. Пĕтĕм техника кивелсе çитрĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитми пулчĕç. Эпир ял хуçалăх продукчĕсене туса илессине çулсерен ÿстерсе пыратпăр, вĕсене çийĕнчех вырнаçтарма тăрăшатпăр. Анчах тĕрлĕ йышши налуксем пире пăвсах лартаççĕ, туса илнĕ тупăш тăкаксене саплаштарма çитеймест. Юрать-ха, юлашки вăхăтра патшалăх енчен ял хуçалăхне тивĕçлипе пулăшу кÿме пуçларĕç. Ку пире савăнтарать, ял хуçалăхне малалла аталантарма вăй-хал парать.

Йывăр лару-тăрура та çухалса каймарĕç мăн-турхансем, уй-хир тупăшне ÿстерсе пырас тесе çанă тавăрсах ĕçлеççĕ вĕсем. Çитес çуракинче акма 1750 центнер вăрлăх кирлĕ пулсан, ăна 2000 центнер таранах хатĕрлесе хучĕç. Вăрлăхсем те 100 проценчĕпех ака стандартне лараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика