28 января 2009 г.
Коммуналлă тÿлевсем вĕçĕмех ÿссе пыраççĕ. Çутăшăн та, акă, нумайрах укçа кăларса хума тивет. Çавна кура-и, тен, саккунсăр майпа электричествăпа усă куракансем те тупăнкалаççĕ. Çапла, хăйсем тĕллĕн киле çутă кĕртекенсемпе милици ĕçченĕсен те кĕрешме тивет.
Шалти ĕçсен районти пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, нумаях пулмасть çак сăлтавпа Пăртасри В. йĕрке хуралçисен аллине лекнĕ. Вăл чылай вăхăт сĕмсĕррĕн çутă вăрланине тупса палăртнă. Çакскер электричествăпа тивĕçтерекен компание тăкак кÿрсе, пралука сывлăш линийĕ çине пăрахнă та, ятарлă приборпа шута илмесĕр янтă çутăпа усă курса пурăннă.
Январĕн 20-мĕшĕнче кунашкал тĕслĕх Вăрнарта та пулса иртнĕ. Милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем поселокра пурăнакан С. хуçалăхне электроэнерги саккунсăр майпа кĕнине асăрханă. Кил хуçи «çунтарнă» электричество счетчик урлă тухман, çавна май уншăн тÿлевĕ те шутланса пыман.
Çав кунах районта тепĕр преступлени те çырăннă. Айăплине шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн «Шырав» ушкăнĕ алăранах ярса илнĕ. Милици ĕçченĕсем Санарпуç ялĕ çывăхĕнче, автоçул çинче, мишук йăтса пыракан арçынна тытса чарнă, унта 10 килограма яхăн сысна ашĕ тултарнă пулнă. Оперативлă шырав ĕçĕсене ирттернĕ май, ку аша Çĕрпелти пĕр уйрăм хуçалăхран, çенĕкрен вăрланине палăртнă.