24 января 2009 г.
Вăрнар артисчĕсем концертпа килнине пĕлтĕм те тăван ялти клуба васкарăм. Ачалăха аса илтĕм. Вăрçă кĕрлет. Çапах та кунта клуб тума тытăннă. Пире, вуниккĕри-вунвиççĕри кĕлеткеллĕрех арçын ачасене, Нурăс вăрманĕн 86-мĕш кварталне шурлăхран мăк кăларма илсе каяççĕ. Шывра çĕленсем ишеççĕ, шăна-ÿпре ÿт-тире кăшлать. 4–5 михĕ мăка кушăхтарса тултарсан пире пăрçа яшки тата чăмламалăх çăкăр параççĕ. Мĕн чухлĕ йывăç, чус-хăма, кантăк, пăта таврашĕ кирлĕ пулнă. Шĕнерсем кĕркунне енне клуба пурпĕр хута ячĕç. Ку 65 çул каялла пулнă...
Клубра йĕрке çукки аякранах курăнать. Пĕр алăкĕ патне пытăм, картлашкисем çĕрнĕрен ăна çăрапах питĕрнĕ, теприн патне çитрĕм, çĕрнĕ картлашкасемпе шала кĕтĕм. Чÿрече кантăккисене йĕркипех çĕмĕрнĕ. Юрать-ха, çĕтĕк пленкăпа саплакаланă, çилпе вĕлкĕшсе кăна лараççĕ. Тĕксĕмленнĕ стенасем те тахçанах пурă шывне курман. Унтан-кунтан сапласа пĕтернĕ. Кăмакасене хутма вутă вуçех çук. Чус таткисенчен майлаштарса тунă тенкелсем çине ларма кăмăл пулмарĕ. Кăштах пăхкаласа тăркаларăм. Ирĕке тухрăм та туалет шырарăм, тупаймарăм. Вăрнар артисчĕ юнашар çырмари йăмрана кайса йĕпетрĕ.
Карта таврашĕ ишĕлсе аннă, пуçтаракан та, юсакан та çук, ерçеймеççĕ пулас. Лартнă йывăçсене выльăх-чĕрлĕх кăшласа пĕтернĕ. Клуба кĕме саппас алăк патне çитсе тăтăм. Шалтах тĕлĕнтĕм. Çĕрĕшнĕ вутă сыпписене çĕр çине пăрахнă, теприсене лартнă, вĕсем çине чус таткисем вырнаçтарнă, çĕтĕк-çатăк сăхман юлашкисемпе витнĕ, акă сана – картлашка. Çак йĕркесĕрлĕхе курса кăмăл пăсăлчĕ, поселени пуçлăхĕпе сывпуллашса киле васкарăм, концерт курасси пулмарĕ.
Хăй вăхăтĕнче ман Шĕнер Ишек ял Советне ертсе пыма тÿр килчĕ. Çăмăл çулсем пулман ун чухне те. Шĕнер Ишек, Шуркасси Ишек клубĕсем çĕрĕшсе лапчăнма пуçланăччĕ, Чăрăш Ишекри çĕнĕ клубăн урайĕсем бетон çинче выртса юрăхсăра тухнăччĕ. Никам хушмасăрах чун хавалĕпе клубсене йĕркене кĕртме шутларăмăр. Анчах пĕчĕк çуртсем мар-çке вĕсем. Мĕн чухлĕ юман, ăвăс е хурăн йывăçĕ, хăма кирлĕ. Вăрнарта йывăç тупаймарăмăр, Çĕмĕрлери вăрман комбинатне сукмакларăмăр. Кунти вăрман директорĕ Д.Егоров пире ăнланчĕ, хамăрпа юнашар вăрманта пĕр гектар тупса пачĕ. Ăна касмалла, турттармалла пулчĕ, хамах темиçе ĕç халачĕ, мăшăр алса пĕтертĕм. Пулăшакансем вара клуб ачисем В.Михайлов, В.Петров (тăпри çăмăл пултăр), А.Гаврилов, Н.Трофимов, И.Васильев пулчĕç. Мĕн кирлине пĕтĕмпех хамăр вăйпа хатĕрлерĕмĕр, Шĕнер Ишекри, Шуркасси Ишекри клубсене тĕпрен юсарăмăр, намăс курмарăмăр.
Хушăран Чăрăш Ишекри клуб патĕнчен иртетĕп. Картлашкисем арканнă тата пĕтĕмпех çĕтĕк-çатăка хăварнă стенасене, алăксене, çĕмĕрнĕ чÿречесене курсан тĕлĕнетĕп, хумханатăп. Кунти урайне улăштарма миçе çĕр чăрăш хăма хамăн алăсем витĕр кăлармарăм-ши вĕсене Çĕмĕрлерен турттарнă чухне; Халь кунта çынсем пачах çÿреме пăрахнă, клуб çурчĕ ишĕлесрен хăраççĕ. Чăнах çапла пулсан, пирĕн çинчен усал ят Аслă Раççей тăрăх инçете сарăлмĕ-ши;
Икĕ клуб çинче те тăйлăк-тайлăк саспаллисемпе «Шĕнер Ишек поселенийĕ. Культура çурчĕ» тесе çырнă хăма таткисем çакăнса тăраççĕ. Культура çурчĕсемех-ши; Ĕненместĕр пулсан, килсе курăр.
Кăçалхи çуркунне ял поселенийĕн пуçлăхĕ Чăрăш Ишекри культура çуртне юсаса хута яма 6,5 миллион тенкĕ уйăрни çинчен халăха пĕлтернĕччĕ, анчах паянхи кун та нимĕн те туман – халь те çĕрĕк картлашка...
Пирĕн Президентăмăр Николай Федоров республикăри культура учрежденийĕсене аталантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май 2007 çул вĕçĕнче тĕслĕхлĕ ял клуб учрежденийĕсен сетьне туса хурас тĕлĕшпе ятарлă Указ та йышăннăччĕ. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама, паллах, укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Халь тата авă кризис йăтăнса анчĕ...
Асаттесем хăй вăхăтĕнче пирĕншĕн тăрăшни пĕтĕмпех харама кайрĕ-çке. Чÿречесем витĕр çил шăхăрать пулсан, пире кам ырăпа асăнĕ; Çакăншăн пуçлăхсене намăс мар-ши;