24 января 2009 г.
2004 çултанпа Калининăри вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпа 50 çул çитнине паллă тăвасси йăлана кĕрсе кайрĕ. Эпир, 1939 çулхисем тата шкула 1956 çулта пĕтернисем, виççĕмĕшсем пултăмăр, 2006 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче пухăнтăмăр. Унтанпа ĕнтĕ тепĕр икĕ уяв та иртрĕ. 2007 çулта Шупашкарта хамăрăн ентеш, паллă таврапĕлÿçĕ Станислав Отрыванов пухса-çырса хатĕрленĕ пысăк кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Автор Нурăс (Калинино) шкулĕн историйĕпе питĕ тĕплĕн паллаштарнă. Унта манăнне те чылай анлă статьяна вырнаçтарнă.
Вăтам шкулта эпир харăсах тăватă класра вĕреннĕ. 86-ăн аттестат илсе тухрăмăр. Чăрăш Ишекрен саккăрăн пултăмăр. Паллă педагог Валерий Волков çинчен эпĕ «Çĕнтерÿ çулĕн» 2007 çулхи 63-мĕш номерĕнче çырса кăтартнăччĕ. Валерий Сергеевич халĕ сирĕн хаçатра хушăран хăйĕн сăввисене пичетлесе пырать. Ку çырура тепĕр темиçе тантăшăмпа паллаштарас килет. Тĕрĕссипе пурте, кашниех хисеплĕ сăмаха тивĕçлĕ. Нушталлă, выçăллă-тутăллă ÿснĕрен-ши, пирĕннисен тăн-пуç таса ĕçленĕ, вăй-хал тĕлĕшĕнчен те аптăраман, пĕр-пĕринчен юлар мар-ха тесе тапаланаттăмăр. Хам конькипе ярăннă чух вакка анса тăрсан та тепĕр кунне вĕри-ăшă кăмака çинчен шкула ултă çухрăма чĕп-чĕррĕн тухса чупнине астăватăп.
Учительсем вăйлăччĕ. Арçынсем çывăх та çирĕп атте вырăнĕнче шутланнă. Чăрăш Ишекри пуçламăш шкулта пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕр Екатерина Михайловна Костина пулчĕ. Хутла вĕрентнисĕр пуçне пахча-çимĕç тума, выльăх пăхма, хамăра кăшт-кашт тăрантармалăх апат тума (йĕкел, курăк пухнă т. ыт. те) хăнăхтаратчĕ. Шĕнер Ишекри çичĕ çуллăх шкултан Роза Николаевна Терентьева манăçайми асра юлнă. Хытă тытатчĕ. Ытарайми чиперччĕ. Чăваш чĕлхипе литературине ун пекех юратнăран пулĕ, вырăсла та тăрăшсах вĕренеттĕмĕр.
Калининăри вăтам шкула Иван Степанович Нарышкин вăхăтне лекни – Тур пÿрнĕ телей пулĕ. Директор пире алгебра, геометри, тригонометри вĕрентнĕ. Муталанса-тăрăшса, 1954 çулта шкулти электростанцие хута ятăмăр. Классенче çап-çутă. Пĕве турăмăр, унта пулă ĕрчетрĕмĕр. Паха карта тытса çавăртăмăр, сад йывăççисем ÿстерме тытăнтăмăр. Иван Степанович диссертаци çыратчĕ... Вениамин Павлович Кузнецов «нимĕç» тĕллеттернипе Германири шкул ачисемпе çыхăнтăмăр... Класс руководителĕ Григорий Николаевич Николаев физика урокĕсем хыççăн пире МТСа ертсе кайса машина-тракторпа паллаштаратчĕ...
Халь кăштах çак ĕçсенче ялан пĕрле пулнă хăш-пĕр юлташсем пирки чарăнса тăрам-ха.
Геннадий Трофимович ЧЕРНОВ. Чăрăш Ишекрен. СССР Шалти ĕçсен министерствинче ĕçлерĕ. Пушар техникин аслă инженерĕсен шкулне пĕтернĕ (халь РФ МВД Академийĕ). Çĕнĕ Шупашкарта Раççей МЧС тытăмĕн ятарлă управленийĕнче (ФПС-17) аслă инженер, ВПЧ начальникĕ пулчĕ. Пенсие тухнăранпа, ултă-çичĕ çул хушши, ЧР Чрезвычайлă ситуацисен министерствин 3-мĕш ПЧ начальникĕ, «Железобетон» завод инженерĕ. Ăна СССР Правительствин тăватă медалĕпе, 1968, 1989, 2002 çулсенче СССР – РФ Шалти ĕçсен министерствин чи лайăх паллисемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă, РФ, ЧР «Пушар хуралĕн хисеплĕ ветеранĕ» ятсем панă. Черновсем ĕç пăрахман. Икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ.
Владимир Иванович ХРИСТОФОРОВ. Чăрăш Ишекрен. Шупашкарта «Водстрой» управленийĕнче, обществăлла йĕркелĕх хуралĕн министерствин пушар инспекторĕнче, Çĕмĕрлере пушара хирĕçле службăн инструкторĕнче, профессилле пушар чаçĕн начальникĕн заместителĕнче, тырă йышăнакан предприятин аслă мастерĕнче, пушар гарнизонĕн начальникĕнче ĕçлерĕ. Вăл Ленинградри пушар техникин училищине, чăваш ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ. Мускав облаçĕнче (Нагорное) пурăнать. Хĕрĕпе ывăлĕ çитĕннĕ, хăйсем çын пулнă. Владимир Ивановича «Пушарти паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă.
Ананий Петрович ФИЛИППОВ. Кÿлхĕрри ялĕнчен. Пиччĕш-аппăшсемпе пĕрле улттă-çиччĕренех колхоз ĕçне тухнă. Краснотурьинскри (Свердловск облаçĕ) техучилище хыççăн Богословскри алюмини заводĕнче слесарьте, Уралти политехника институтĕнче инженер-энергетик квалификацине илнĕ хыççăн çакăнтах çар кафедринче ĕçленĕ. Мускавра ВЦСПС профюхăмăн шкулне пĕтернĕ. Первоуральскра Новотрубный заводĕнче çĕнĕрен уçнă цехра инженер-конструктор должноçĕпе ĕçлет. Ăна РФ Промышленноç министерствин грамотисемпе, «Ĕç мухтавĕ» медальсемпе наградăланă. Ывăлĕсем ашшĕ çулĕпех кайнă.
Геннадий Петрович РОДИОНОВ. Кÿлхĕрринчен. Краснотурьинскри 14-мĕш техучилищĕне чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, А.П.Филиппов пекех, Богословскри алюмини заводĕнче ĕçленĕ. Ачасен спорт шкулĕнче тренер пулса тава тивĕçлĕ спорт мастерĕсем хатĕрленĕ, Вăрнарпа Чăваш çĕрĕнче пурте пĕлекен Павел Андреевăн пирвайхи тренерĕ пулнă. Уралти политехника институтне пĕтернĕ. Инженер-электрик. Вăл нумай хутчен рационализатор свидетельствине тивĕçнĕ. Наградисем – речĕпех. 1975 çулта Чăваш ене куçса килнĕ. Вăрнарта «Сельхозэнерго» предприятире главнăй инженерта ĕçленĕ, 1976 çулта ăна министерство сĕннипе çак предприятин Элĕкри директорне лартнă. Геннадий Петрович обществăлла ĕçре хастар. Ятран сад ÿстерет. Икĕ хутчен «Сад и огород» хаçат конкурсĕсен çĕнтерÿçи пулнă. Элĕкре пурăнать. Калинино шкулне çĕнĕ сортлă йывăç тĕмисем парнелет.
Малтан Ананийпе, Геннадийпе пĕр техникумра вĕренсе пĕр заводра ĕçленĕ Геннадий Моисеевич Моисеев çар çынни пулса тăчĕ. Пермьри авиатехника училищине пĕтерчĕ. 1962–1985 çулсенче юлашкинчен стратегилле ракетăсен часть командирĕ пулчĕ. Подполковник. Наградисем – тăхăр медаль. Иркутскра пурăнать. Вăрнара пĕлтĕр килсен «Çĕнтерÿ çулĕнче» статья пичетлерĕ.