24 января 2009 г.
Çерем çĕрсемпе илĕртсе, пире, пурнăç алăкĕнче тăракан яш-кĕрĕме, Нурăсри трактористсен шкулĕнче вĕрентрĕç. Тăрăшнă. Хавхаланнă. Курман-пĕлмен çĕнĕ ĕçе кÿлĕнетпĕр! Вăрăм çула икĕ хутчен пуçтарăнтăмăр. Виççĕмĕшĕнче тин тапранса тухрăмăр.
1963 çул. Кăрлач. Сивĕ хамăр енче те аванах чĕпĕтетчĕ те, Оренбург таврашĕнче шартлама хыпашлать. Шильда станцийĕн хутса ăшăтман лутра вокзалĕнче сиксе ташларăмăр. Çыннисем кунта – лăк. Ларма вырăн юлман. Нимĕçле шакăлтатни хăлхана кĕрет. Нимĕçсене Урала Атăл тăрăхĕнчен хÿтернĕ-мĕн. «Целина» сăмаха вырăсла шанлаттараççĕ. Вĕсен те, пирĕн пекех, çерем уçма, ют çĕрте ĕçлеме, малтанах, хĕллеренех хатĕрленмелле.
Çула тухсан, чăваша та ăс кĕрет. Тенкелсене «хуп сĕтĕрекенсем» йышăннă та, атьăр-ха, терĕм ачасене, ура айĕнче чупакан çак кушаксенчен консерва банкисем кăкарса ярар-и; Эй, пуçланчĕ хайхискер: чăнкăр та чанкăр! Урмăшла музыкăпа пĕри те тепри тăрса ларать. Пушаннă вырăнсене эпир йышăнатпăр.
Шильдăра талăкĕпех пурăнтăмăр. Хулапа паллашрăмăр. Ку районти пĕртен-пĕр элеватор улăпла заводпа пĕрех пысăк. Ĕçĕ-хĕлĕ унта – мăй таран. Пысăк автомашинăсемпе вакунсене е пушатаççĕ, е тиесе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне паха тырă ăсатаççĕ. Тырă тесен, куртăм ĕнтĕ, çерем çĕрсен анлăшĕнче вăл улăм урисем пек тăсăлса выртать. Çиелтен пĕр вăтăр сантиметр хулăнăш кĕççеленсе ларать те, ытти ылтăнпа пĕрех йĕркеллĕ упранать. Вăрлакан, тустаракан çук. Тырă унсăрăнах пурин те кĕлет-сарай тулли. Мăнтарăн çĕршывĕ! Тырă айне те пулса курчĕ-çке!
Курмалли пайтах тупăнса пычĕ. «Иван Бровкин на целине» кинофильма ÿкернĕ вырăнсене пăхса савăнтăмăр. Челябинскран Орск енне васкарăмăр. «Теренсойский» совхоз ултă пин гектар тырă акса тăвать. Вунă комбайн вырса çапать. «Жулмансой» совхоз уйрăмĕсенче «щитовăй» текен барак евĕрлĕ çуртсем туса тултарнă. Пурăнма пулать. Элеватора кĕмен тырă кунта та улăм ури евĕр тăсăлать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш ç.ç. хамăр республикăра та çулталăкне 1 млн. тонна çĕрулми пухса илеттĕмĕр. Совхозра ĕçлекенсем вити-витипе выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Хĕр-упраç йышлă. Дояркăсем, учительсем, культура, медицина хĕрĕсем. Эпир çитсен чун кĕнĕ пек хускалчĕç. Клубра пире ташша чĕнеççĕ. Ферма хĕрĕсене ĕçре пулăшаттăмăр.
Свердловскпа, Челябинскри хăватлă тракторсен завочĕпе, Копейскри шахта терриконĕсемпе паллашрăмăр. Ватă Урал тăрăхĕнчен Чăваш ене йăпăр-япăр таврăнас килмерĕ-ха. Эпĕ Анат Такăла Женя Серебряков патне тухса вĕçтертĕм. Эпĕ унпа Энгельс хулинче çар казарминче виçĕ çул çума çумăн тенĕ пек пурăннă. Ырă, шанчăклă юлташ.
– Сана Обь юханшывĕ хĕрринчи Конда поселокне илсе каятăп. Ухутана çÿрĕпĕр, – терĕ. – Юр-çынсене курăпăр, упасене ыйхăран вăратăпăр...
Хуларан ултçĕр çухрăм инçетре çÿрерĕмĕр. Вăрăм хăлхасене йĕрлерĕмĕр. Ăсансем, кăрăпчаксем, карăксем тытатпăр.
Анăç Çĕпĕрте нефтьпе газ уçлама тытăннăран çĕнĕ хуласемпе поселоксем ÿсе-ÿсе ларнă: Седов, Ивдель, Пионерский, Комсомольский, Советский... Пĕр эрне Кондăран аллă çухрăмри сунарçăсен çуртĕнче иртрĕ. Обь тăрăх çурçĕрелле апат-çимĕç туртнă, чăрăш лăссинчен çыхса лартнă ÿплере çĕр каçнă. Анат Такăла тулли кутамккасемпе таврăннă.
СССР Министрсен Совечĕн Председателĕ А.Н.Косыгин хăйĕн шухăшлавĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе чăн-чăн реформатор пулнă. Качканарта вăл пуçарнипе сăрт-ту комбиначĕ туса лартма тытăннăччĕ. Комсомолецсен Пĕтĕм Союзри çав стройкине эп те лекрĕм. Качканар тăвĕ тăршшĕпех хуласем, заводсем. Рекс, Алапаевск, Нейво-Шайтанский хулисене çитсе куртăм. Демидовпа Морозов промышленниксен домнисем асра юлчĕç.
– Эсир Тăван çĕршыва кирлĕ çынсем пулнă. Таçта та çитме, таçта та ирĕклĕ ĕçлеме пултарнă, – тет ман ывăл. Тĕрĕс калать: укçа-пухча чурисем мар, романтиксем пулнă эпир.