Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Свидетельствăсем панă

24 января 2009 г.

Николай Федоров Президент Чăваш енĕн пултаруллă çамрăкĕсене хавхалантарассине патшалăх тĕп ĕçĕсен шучĕпе туса пынине палăртма кăмăллă. Унăн ятарлă стипендине акă çулсерен пиншер çамрăк илсе тăрать. Иртнĕ номерсенчен пĕринче кăçалхи стипендиатсемпе паллаштарнăччĕ.

Юнкун вара Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта информаци кунĕн йĕркипе иртнĕ савăнăçлă пухура мал ĕмĕтлĕ çамрăксене свидетельствăсем парса чысланă. ЧР шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Юрий Шаповалов хаклă документа тыттарнă май кашни стипендиата çĕршыв малашлăхĕшĕн кирек хăçан та тăрăшса вĕренмелли-ĕçлемеллине палăртнă. Унта çавăн пекех шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ Федор Тимофеев милици полковникĕ тата район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика