Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Граждансем хăйсене хÿтлĕхре туйччăр

24 января 2009 г.

Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн коллективĕн пĕлтĕр çулталăк пуçламăшĕнче лартнă тĕллевсене туллин пурнăçланă теме сăлтавсем пур. 2008 çулхи ĕç-хĕл пĕтĕмлетĕвне хутшăннă май çакна ЧР шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов генерал-майор та палăртрĕ, вăрнарсен службине лайăх паллăпа хакларĕ.

Чăнах та, пĕлтĕрхи январь-декабрь уйăхĕсенче милици сотрудникĕсем йĕрке хуралĕнче тăракан ытти органсемпе пĕрле тачă çыхăнура тимлесе граждансем хăйсене хÿтлĕхре туйччăр, обществăра киревсĕрлĕх ан хуçалантăр тесе пысăк калăпăшлă, курăмлă ĕç туса ирттернĕ. Районти криминогенлă лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслесе тăнинче, хăрушă самантсене тухма паманнинче кашни уйрăм сотрудникăн тÿпи пур. 2008 çулта палăрнă ÿсĕмсенче, аван кăтартусенче йĕрке хуралçисем çулталăк хушшинче саккуна пăснă тĕслĕхсене чакарассипе пĕтĕм вăя хурса тимлени яр уççăн курăнать.

Сăмах май, шалти ĕçсен районти пайĕн коллективĕ пĕлтĕр РФ Шалти ĕçсен министерстви ума лартнă задачăсене, преступноçпе кĕрешессине вăйлатассипе йышăннă республика тата район шайĕнчи комплекслă программăсене туллин пурнăçа кĕртнĕ. Служба ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусене çийĕнчех оперативлă канашлусенче пăхса тухса татса панă. Çапла, пĕлтĕр пай пуçлăхĕ çумĕнчи планпа пăхнă 36 тата ĕçлĕ 10 канашлу иртнĕ.

Паллах, пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – учетпа регистраци дисциплинине çирĕплетесси. Акă, районта пурăнакан граждансем пĕлтернисене е ыйтусене (пĕлтĕр вĕсем пĕтĕмпе 2022 пулнă) çирĕп йĕркепе кашнине йышăнса пăхса тухатпăр.

Пĕтĕмлетÿллĕ цифрăсене илес-тĕк, иртнĕ çулта преступленисен шутне чакарассипе аван ĕçлени курăнать, тĕрлĕ ушкăна кĕрекен киревсĕр ĕçсем самай сахалрах çырăнчĕç. Пĕлтĕр, сăмахран, йывăр преступленисем – 37,2, вăтам йывăррисем – 41,1, йывăрах маррисем 19,6 процент чухлĕ чакрĕç. Преступноç шайĕ пĕчĕкленни, тĕпрен илсен, ют пурлăха çаратнă, çынсене улталаса пайта курнă тата ытти тĕслĕхсем сахалрах пулса иртнипе çыхăннă.

Юлашки çулсенче палăрнă киревсĕр ĕçсен шучĕ чакса пырас туртăм мĕнрен килет-ха; Чи малтанах, сăлтавĕ – профилактикăна вăйлатнинче. Асăрхаттару тĕллевлĕ мерăсене йышăнса тата, паллах, вĕсене хăвăрт тата тивĕçлĕ шайра пурнăçласа çула çитмен çамрăксем уйрăммăн тата ушкăнпа тунă преступленисен, ниçта та ĕçлемен, судпа пĕр хутчен мар айăпланнă çынсем хутшăннипе пулнă киревсĕр ĕçсен шутне те чакарма май килчĕ.

Пĕтĕмĕшле кăтартусем аван пулин те, хăш-пĕр енпе хамăр ĕçе татах та вăйлатмаллине те курса тăратпăр. Уйрăмах йывăр преступленисем акă пĕлтĕр виçĕмçулхинчен пĕр тĕслĕх нумайрах çырăнчĕç. Çавна май кунашкал киревсĕрлĕхсене асăрхаттарассипе, пулса иртнĕ преступленисене кĕске вăхăтрах уçса парса айăплисене ирĕклĕ çÿреме парас маррине уйрăм тимлĕхе илнĕ. 2008 çулта çакнашкал тĕслĕхсене пĕрне те «тĕттĕмре» хăварман, айăпа кĕнисем пурте суд тенкелĕ çине ларнă.

Çавăн пекех административлă явап тыттарнисем те виçĕмçулхинчен нумайрах – 7494 çын. Административлă практикăна тишкерес-тĕк, хулиганла ĕçсемшĕн – 285, антиалкогольлĕ саккунлăха пăхăнманшăн – 2002, спиртлă шĕвексене хатĕрлесе сутнăшăн 65 протокол çырнă.

Çапла, пай коллективĕ 2008 çулти служба ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, çав вăхăтрах кăçал мĕнле енсемпе тимлĕрех ĕçлемеллине те, умри тĕллевсене те çирĕплетрĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем – уйрăмах йывăр преступленисене, çул çинчи инкексене асăрхаттарасси; автомашинăсене тустарнă, çынсен кĕсйисене «ухтарнă», лавккасемпе складсенчен, ял хуçалăх предприятийĕсенчен пурлăх çаратнă тĕслĕхсене уçса парассин шайне ÿстересси; çухалнă çынсене тупса палăртассипе çине тăрса вăй хурасси тата ытти те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика