24 января 2009 г.
Пĕтĕм Раççейри йĕлтĕрçĕсен массăллă çак ăмăртăвне иртнĕ çулсенче «Газпром» хÿтте илсе ирттеретчĕ, финанс пулăшăвĕ те унранахччĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче тĕнчене йăтăнса аннă укçа-тенкĕ кризисĕ ун «енчĕкне» те хĕстерчĕ, массăллă ăмăртăва ирттерме те акă вăл пайăррăн укçа кăна уйăрать. Çавна май кăçал республика ертÿçин йышăнăвĕпе «Раççей йĕлтĕр йĕрне» кашни районпа хулара ирттерме палăртнă.
Район пуçлăхĕн хушăвĕпе, вăлах йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, XXVII-мĕш массăллă йĕлтĕр чупăвне хатĕрленсе ирттерессипе мероприятисен планне хатĕрленĕ, оргкомитет çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Ĕнер район администрацийĕнче ун пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ.
Малтанласа палăртнă тăрăх, ăмăртăва февралĕн 14–15-мĕшĕсенче ирттерме планланă. Анчах та йĕркелÿ комитечĕ чупăва икĕ куна тăсассине хирĕç пулчĕ, вăхăтпа палăртса ăна пĕр кунтах ирттерме май пуррине пĕлтерчĕ.
Старта 700 ытла çынна явăçтарма пăхнăран йĕлтĕр йĕрĕн трассине суйласа илесси çивĕч калаçу пуçарчĕ. Шутра икĕ вырăн – йĕлтĕр бази тата «Вурнарский» спорт комплексĕ çумĕнчи территори. Малтанах хăрушсăрлăхпа тивĕçтермеллине пăхса комитет пĕрремĕш варианта пăрахăçларĕ, чукун çул ачасемшĕн те, транспортшăн та чăрмавлă пулнине, кунта автобуссене, васкавлă пулăшу машинине лартма вырăн сахалтараххине палăртрĕ. Трасса енчен, паллах, йĕлтĕр бази – чи лайăххи. Иккĕмĕш вариант вара спорт ăмăртăвне уявлăрах, капăртарах тума май парĕ. Хальлĕхе ыйту татăклă пулмарĕ, оргкомитет çак кунсенче иккĕшне те çаврăнса тухса тивĕçлĕ хурав парĕ.
Оргкомитетăн уçăмлатмалли ыйтусем татах пулчĕç. Ку вăл – трассăна хывасси, старт тат финиш уйĕсене хатĕрлесси, радиооборудованипе тивĕçтересси, суд коллегине палăртасси, хăрушсăрлăх органĕсене (йĕрке тата сывлăх хуралçисене) явăçтарасси, буфет йĕркелесси тата ыт.те. Кашнинпех яваплă çынсене çирĕплетрĕç. Предприяти-организацисенчен, вĕрентÿ учрежденийĕсенчен, чупăва хутшăнас текенсен заявкăсене февралĕн 10-мĕшĕччен тăратмаллине палăртрĕç.
Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ те аякра юлмĕ. Вăл ăмăртăва информаципе туллин тивĕçтерсе тăрĕ.