24 января 2009 г.
Раççейри киноиндустри укçи-пухчи хăйсен аллинче пулнине кура, юлашки çулсенче, коньюнктурăна çирĕп парăнса, киноконвейер умĕнче Михалковсем хăюллă ĕçлерĕç, хаклăран хаклăрах лентăсем çавăрттарма пултарчĕç. Мĕкĕти, ашшĕне (70-мĕш çулсенче – хăйне те) нумай сумлă ятсемпе усранăран-ши, Сталина хытă кураймасть. Чăтăм çитерсе, «Сибирский цирюльник» пăхрăм. Вăйлă критиксемпе килĕшме тивет: «Капашсăр тăкнă миллионсен тĕшне тăраймасть». Никита Сергеевич монархие тавăрас шутпа хĕне каймаллах чирленĕ пулас (хальхаççăн, акă, «Имя Россия» телепроектра Столыпиншăн çапăçнине астăвар-ха).
Нумай пулмасть Андрей (Андрон) Кончаловскин (темшĕн «Михалковпа» çÿресшĕн мар;) «Глянецне» кăтартрĕç. Унта – йăлтах паянхи кунсем. Раççейри олигархат çемминчи коньюнктура. Сюжечĕ – тахçантанпах модăрискер, пĕлнĕ ретрен амаланать. Пĕве çитнĕ хĕр чухăнлăхран тĕп хулана тухса тарать, карьера çунатĕнчен çакланасшăн, пылаккăн реххетленсе пурнасшăн (хальхи элита калашле, гламур сывлăшне чăмасшăн). Пуянсене («çĕннисем», кавăн пуçлисем, олигархсем – çавнашкал ăпăр-тапăр) çаракутсемпе тивĕçтерекен хуçа патне служанкăна вырнаçать. Сутенерĕ (режиссер çавна шутсăрах ĕнентересшĕн!) – шăп та шай пирĕн вăхăтри герой (паллă: геройсене самана парнелет). Тупкăч-профессионал темелле (Вăрнар тăрăхĕнче унашкалли пурте палланă Хайрук Улькки пурччĕ). Кĕлчечексенче принцессăсем ăрăмăçлать, вĕсене лордсем таранах сутаять. Хайхискер, пирĕн хĕр-упраç та, кĕтсе тăнă пекех, олигарх чĕрçи çине сиксе ÿкет: ĕнтĕ ĕм те çи, ихĕр те çихĕр, выля та кул – эрехĕ те, наркотикĕ те ал айĕнчех. Куракана эротикăпа каçăхтарса çырлахтарасшăн. Çак анчах-и; Çав анчах! «Идиот» ĕмĕчĕ нăках тулчĕ!
Турра шĕкĕр: чăваш хĕрĕсене çав таранах лĕнчĕр ÿкме хатĕрлесе çитереймен-ха (пĕтĕмĕшпе, тесшĕн). Шел, кино чăн-чăн искусство картинчен тухрĕ, илемлĕ шухăшлавран вĕçерĕнчĕ. Пире чыссăрлăха, намăссăрлăха хăнăхтарасшăн.
«Первый после Бога», тĕшмĕрткеленĕ тăрăх, легендарлă Маринеско çинчен каласа парасшăн. Çав подводник кун-çулне чи малтан (70-мĕш çулсемччĕ пулас;) «Известия» хаçат тĕплĕ çырса кăтартнăччĕ. Чăнлăхран пăрăннăран фильм суя сулнăкĕнче пăчланнă – фальшивка пулса тухнă. Документа хака хурас-тăк – материалĕ ниепле шутласа кăларайми пуян: характерсен кăткăслăхĕ, ситуацисен кĕмсĕртле кĕтменлĕхĕ... Маринеско хăйĕн паттăрла ĕçне-хĕлне командовани хурласа пынипе килĕшмен. Ĕнĕçсĕр хăватлă натура! Анчах лента авторĕсем, коньюнктурлă йĕрпе чуптарнă: драма çивĕчлĕхне... героя темле чунилли-особист йĕрленипе çыхăнтарнă. Çавнашкалах, «Параграф 78» та хăрушла, хаяр, кăнттам шоупа!) вĕçленет: спецназ боецĕсем пĕрне пĕри персе, чиксе, касса, çавăрса çапса вĕлерсе пĕтереççĕ. Çынсемех пулчĕç-ши вĕсем; Ĕненме хĕн! Пĕтмех пÿрнĕ пулсан, этеме тивĕçлĕ паттăрлăх кăтартмаллаччĕ (ахальтен мар спецназ шкулĕнче хатĕрленĕ!). «Изгнание»: çыннисем камне-мĕнне те, ĕç-пуç ăçта пулса иртнине те пĕлейместпĕр...
РФ кинематографистсен пĕрлешĕвĕн VII съездне (декабрь-2008) телеещĕкрен нумай хутчен кăтартрĕç. Тур-тур-тур: мĕн чухлĕ кинодеятель пирĕн! Темле хыпкалансан та, Н.Михалков вĕсене залран хăваласа чăл-пар салатаймарĕ. Шеремет çĕршывĕ – ниçта та килĕшÿ çук. Çак йывăр вăхăтра уйрăмах кирлĕ фильмсене кĕтсе илейĕпĕр-ши;
Хĕллехи каникулта РЕН-ТВпа Детективсен каналĕ çар çыннисене анра сурăхсем (дебилсем) пек кăтартрĕç. Кулăшла компроматсен тислĕкне ачасемпе ыранхи салтаксем мĕнле йышăнаççĕ-ши;
«Голливуд» штамплакан боевиксенче патриотлăх палăрăмлă; вĕсем, юмахри евĕр, ырă усала çĕнтернипе, юрату курайманлăха путарнипе вĕçленеççĕ. Тарăхупа тулнă куракан юлашкинчен сиплĕ тумлам сыптарнăн сывласа ярать. Пирĕн хăть унашкалли те çук: американла хайланă кописем айванла пулса тухаççĕ.
Эп пăхкаланă хамăрăн боевиксенче идеологи пур («Çын çыншăн – кашкăр!», «Маларах хам çапса пăрахмасан, хама кăнтса хурĕç!» т.ыт.те), çутлăх идейипе идеалĕ çук («Пустуй çунтарса янă пурнăçăмшăн ÿкĕнмелле ан пултăрччĕ!», «Кун-çулăма, ĕçĕм-хĕлĕме çĕршывăма пиллесчĕ!» т.ыт.те). Эстетика вырăнне – физиологи. Реализм вырăнне – натурализм. Искусство вырăнне – техника, технологи. Сăмах вырăнне – жаргон. Кулă вырăнне – куççулĕ. Сăн-пит вырăнне – маска. Юрату вырăнне – секс, порно. Трюк, спецэффект, компьютер графики мала тухрĕ. Вĕçĕмсĕрех – çапăçу. Вĕçĕмсĕрех – юн юхать. Ĕç вырăнне – ĕçкĕ. Пурте янттишĕн антăхаççĕ. Атя, вăр-хурах (пурпĕрех çаратупа пуйнă!), эппин, хăйне хăй хирĕç тăрса пĕтертĕр, теесчĕ те, анчах мĕн чухлĕ çын тăван çĕршывĕшĕн усăллă ĕç тăвас вырăнне чăн пурнăçран катăлать. «Дегуманизм» масскультура ялавĕ пулса тăчĕ. Библире сивленĕ усал-тĕсел ашкăнать: вăрла, вĕлер, аскăн, пуй та пусмăрла! Телеещĕксене компрадорла олигархат тара тытнă. Пур çĕрте те кăвапасăррисем хуçаланасшăн. Этеме ухмаха кăлармалли программăсем хушăнсах пыраççĕ: «Субботний вечер», «Ты смешной!», «Дом-2», «За стеклом», «Голая правда», «Комеди-клуб», «Программа максимум», «Русские сенсации», «Псевдогерои нашего времени» – вĕсене асăнса пĕтереес çук. Саша-Санчес чăмăрĕнчисем пĕр «тăванне» вил шăтăкне тупăксăрах чикрĕç. Çиелтен хĕресĕ-мĕнĕпе бензин сапса хыптарчĕç. «Вилене» машинăран кăкарнă пулнă, анчах «пушар» вăхăтĕнче машини лакса ларчĕ, ăна кирлĕ самантра туртса çăлаймарĕ. Трюкач тăнне çухатнă, çÿçĕ ĕнсе тăкăннă...
Ĕçрен пистернĕ халăх тĕп хулара пушшех урмăшнă. Миллионсене çиçкĕнчĕк вăйăпа пухма чĕнекен шоусем ĕрĕхеççĕ. Ирĕксĕрех шутлатăн: мĕншĕн пире пĕрмай ахăрса-шыçăнса ларакан е ихĕрсе-çихĕрсе сиккелекен халăха кăтартаççĕ; Ĕçе йыхравлас-тăк, тен, кризисран васкавлăрах çăлăннă пулăттăмăр; Ытах, Винокурсем-Лолитăсем хăйсен Мускавĕнче тĕнчене курăнмасăр алхасчăр. «Игры», «К чертовой матери!», «Вышибалы», «Разрушитель» евĕрлĕ триллерсем пире кирлĕ мар.
Çар ретне чĕниччен курнă киносене эпĕ 236 таран çырса хунă. Кĕскен фильмсен содержанине палăртма хăтланнă. «Кортик», «Овод», «Сталинградская битва», «Школа мужества», «Падение Берлина», «Третий удар», «Русский вопрос», «Смелые люди», «Петр Первый», «Чапаев», «Молодая гвардия», «Зоя Космодемьянская», «Повесть о настоящем человеке», «Адмирал Ушаков», «Валерий Чкалов», «Аттестат зрелости», «Тревожная молодость», «Бессмертный гарнизон», «Павел Корчагин»... Юри каласа кайрăм, каçарăр. Ку е кунашкал лентăсене хальхи çамрăксене кăтартмĕç. Ун вырăнне, уйрăмах Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çывхарнă май, «Штрафбат», «Курсанты», «Московская сага» йышши фильмсемпе чыхăнтарĕç. Каллех Çĕнтерÿ символĕсене – ялавсене, палăксене тапăнĕç.
Шкулти ирхи тĕл пулăва эпир çĕркаç пăхнă фильма сÿтсе явнинчен пуçланă. Тавлашнă. Çавна учительсем асăрхатчĕç те, пĕрле калаçма уроксем хыççăн хăваратчĕç. Эп пысăкрах виçĕ-тăватă шкулпа çыхăнса пăхрăм. Паллăрах произведенисене йышпа тишкерсе шĕкĕлчес йĕрке пуррине пĕлеймерĕм. Кам пире ăс-пуçа, чун-чĕрене пĕçертмелĕх япала сĕнейрет; Анлă экран кинозалран тарчĕ. ТВ-ещĕкрен кăтартаканнисене Михаил Задорнов «веçех тÿнтерле!» тесе тăрăхларĕ (РЕН-ТВ, кăçалхи январĕн 9-мĕшĕ). Телетеррор килех кĕрсе пусмăрлать. Иракра Америка президентне тĕллесе пенĕ евĕр, ботинкăна ураран хывса телеещĕк енне вирхĕнтерес килет. Тĕрĕс калать Михаил Сэниель поэт: «Радио итлеместĕп, телевизор пăхмастăп», – тет. Таса пурăнасшăн!