24 января 2009 г.
Юнкун пирĕн района ĕçлĕ çул çÿревпе Шыв ресурсĕсен федераллă агентствин ертÿçи Рустэм Закиевич Хамитов килсе çитнĕ. Вăл Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Сергей Гапликовпа, çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕпе Сергей Дриневпа тата район пуçлăхĕпе Анатолий Кузьминпа пĕрле Кĕçĕн Çавал çинче пулнă. Кунта вĕсене Чăваш ен Строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров кĕтсе илнĕ, шыв хранилищинчи строительство ĕçĕсемпе паллаштарнă. Хăнасем республикăра халăха ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерес çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.
Аса илтерме: шыв хранилищине 2005 çулта тума тытăннă. Унта мĕнпур шайри бюджетсен укçи-тенки хывăнать. Объект шыв хранилищинчен, шыв тасатакан станцирен, çĕр çинчи водоводран тăрать. Калăпăшĕ 12,6 миллион кубла метрпа, тĕкĕр лаптăкĕ 340 гектарпа, тăршшĕ 4,5 километрпа, çĕр плотини 1020 метрпа, сарлакăшĕ 8 метрпа, чи тарăн вырăн 15 метрпа танлашать.
Ялсене шыв çитерекен водоводсен сечĕ 110 километрпа тăршшĕ. Вăл 38 ялта пурăнакансене пахалăхлă шывпа тивĕçтерме май парĕ.
Кăçал плотинана шыв тултарма тытăнма, çитес çул туллин тултарма палăртнă.