Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырăва пурнăçлассипе

24 января 2009 г.

Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров Чăваш Патшалăх Канашне янă «Чăваш ен çитĕнĕвĕ – кашнин пуçарулăхĕнче!» Çырăвĕнче тăван республикăмăра аталанма пулăшакан чылай çивĕч критерисене палăртрĕ. Тĕп положенисенче вăл, тĕнчери кризисла лару-тăрăва хамăр çинче ытлашши туймасăр, Чăваш енĕн финанс илĕртÿлĕхне, конкурентлăхне ÿстерессине кашнин тÿпе хывмаллине пĕлтерчĕ.

Çырура кăтартса панисем – муниципалитетсемпе ял тăрăхĕсемшĕн те чăннипех анлă программа. Çавăнпах ĕнтĕ ăна пурнăçлас ыйтусене юнкун республикăра иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ.

Пирĕн района ĕçлĕ визитпа ЧР юстици министрĕ В.Петров, шалти ĕçсен министрĕн экономика хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ Ю.Шаповалов, Федераллă налук службин ертÿçин çумĕ Л.Гурьев, «Медтехника» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕн çумĕ Ф.Петров, «Росгосстрах – Поволжье» филиал директорĕ А.Пирожков, республикăри Нотариус палатин президенчĕ Е.Соколова килсе çитнĕ, район çыннисемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ.

Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин Юстици министрĕпе В.Петровпа тата Нотариус палатин президенчĕпе Е.Соколовапа пĕрле Калинино салинче пулнă, Президент Çырăвĕнче палăртнă мерăсем, граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси тата ытти ыйту çинчен калаçнă. Пухура калининăсене хумхантаракан ыйтăва та хускатнă, ку вăл – 24-мĕш професси училищи пулнă çурта юсасси. Кунта вырăнти шкулăн кĕçĕн класĕсене вырнаçтарма палăртнă.

Информаци ушкăнĕ Пăваяль çыннисемпе те тĕл пулнă, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусем тавра калаçнă.

Мăн Явăш поселенийĕн администрацийĕн çĕнĕ çулта пурнăçламалли плансем пысăк. Пуçлăх тивĕçĕсене туса пыракан Николай Иванов палăртнă тăрăх, тĕп ыйтусен шутĕнче – Уйкас Явăша асфальтлă çулпа çыхăнтарасси, Мăн Явăшри культура çуртне тĕслĕхлисен шутне кĕртесси. Паллах, ял çыннисен ытти ыйту та çук мар. Вĕсене вĕсем юнкун информаци кунĕнче хускатнă та. Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси, Президент Указне пурнăçа кĕртесси, çăмăллăхсене монетизацилени, амăшĕн капиталĕпе усă курасси т.ыт.те. «Медтехника» директорĕн çумĕ Ф.Петров, район тĕп больницин тĕп врачĕ О.Казакова, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи И.Романов, Пенси фончĕн районти пайĕн специалисчĕ Е.Калинникова, район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен, юридици службин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Войтенко вĕсем çине тĕплĕн хуравланă.

Çавалкас, Уйкас Кипек ял поселенийĕсенче иртнĕ тĕл пулусем те анлă калаçуна çаврăннă. Кунта пурăнакансем хăйсене хумхантаракан ыйтусем тĕлĕшпе хуравсем тупма пултарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика