Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçтешсене – Хисеп грамотисем

24 января 2009 г.

Ĕçтешĕм-юлташăмсем – Ирина Яковлевапа Елена Тикинева – хăйсен çивĕч статйи-публикацийĕсемпе вулакансен кăмăлне хăвăрт тупрĕç.

И.Яковлева, экономикăпа право пайĕн редакторĕ, районти право йĕркин тытăмне туллин çутатать, вăрă-хурахпа путсĕрсене вирлĕн питлет, профилактика материалĕсем чылай çырать. Ун тивлечĕпе район хаçачĕ 2007 тата 2008 çулхи кăтартусемпе ЧР Шалти ĕçсен министерстви ирттерекен конкурсра икĕ çулĕшĕн те харăс Дипломсене, халĕ парнесене тивĕçрĕ.

Е.Тикиневана, ял хуçалăх пайне ертсе пыраканскере, халĕ ку темăра иртекен çук. Хăйĕн материалĕсенче малта пыракан хуçалăхсемпе чăннипех мăнаçланать, «шурлăха» кĕрсе ÿкнисемшĕн чунтан пăшăрханать. Вулакансем унăн литература произведенийĕсемпе те юратсах паллашрĕç. Çамрăксен пултарулăхĕн «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» республикăри иккĕмĕш конкурсăн дипломанчĕ. «Ăçта юрату, унта çутă» трагикомедийĕ чăваш пьесисем хушшинче палăрчĕ.

Иккĕшĕ те ăмăртмалла, хавхаланса ĕçлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене çак кунсенче Вăрнар районĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Ĕçри пысăк ăсталăхшăн, районти массăллă информаци хатĕрĕсен информаци уçлăхне аталантарассине сумлă тÿпе хывнăшăн. Чĕререн саламлатпăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика