21 января 2009 г.
Çĕнĕ спорт çулталăкĕ пуçланчĕ кăна-ха, район спортсменĕсем вăл е ку ăмăртура палăрма та ĕлкĕрчĕç. Канмалли кунсенче акă Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕн çăмăл атлетика манежĕнче иртнĕ Атăлçи федераци округĕн первенствипе чемпионатĕнче Хăмăш тăрăхĕн хĕрĕ Марина Гордеева 1,5 километрлă дистанцие чи пысăк хăвăртлăхпа парăнтарнă. Çапла ылтăн призер республикăн пĕрлештернĕ командине пĕтĕмĕшле зачетра кĕмĕл медаль çĕнсе илме пысăк тÿпе хывнă.
Ăмăртăва Атăл тăрăхĕнчи 12 регионти 600 ытла паллă спортсмен хутшăннă, чи вăйлисене тăватă ÿсĕмри ушкăнра палăртнă.
Маринăшăн ку çулталăк ăнăçлă пуçланчĕ темелле. Шупашкарти А.Игнатьев ячĕллĕ спорт ăсталăхĕн аслă шкулĕнче вĕренекенскер, кăçал Чăваш ен Президенчĕн стипендиатки те пулса тăчĕ. Умра вара – спорт календарĕнчи сумлă ăмăртусем. Эпир пултаруллă спортсменкăна çулталăк тăршшĕпех пысăк результатсемпе савăнтарма ăнăçу сунатпăр.