21 января 2009 г.
Вăхăт Çемье çулталăкне хыçа хăварса малалла талпăнчĕ. Анчах ун йĕркипе иртнĕ çул пулнă мероприятисем район çыннисен асĕнче ырă туйăмсем хăварчĕç.
Район Раççей Президенчĕн Указне çулталăкĕпех ятарлă планпа пурнăçа кĕртсе пычĕ. Тĕп вырăна çемье статусне ÿстерес, нумай ачаллă, социаллă ăнăçсăр çемьесене хÿтĕлес тата пулăшас ыйтусем тухрĕç. Ку ĕçе вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем активлă хутшăнчĕç. Культура çурчĕсемпе клубсем Çемье çулталăкне халалласа уяв каçĕсем анлă йĕркелерĕç.
Калининăри, Кÿлхĕрринчи, Уйкас Кипекри тата Чăрăшкас Хирлепри культура вучахĕсем çамрăк çемьесемпе, ачасемпе çавра сĕтелсем ирттернĕ. Ершепуçсемпе пуканкассисем «Çулталăкри чи лайăх мăшăр» конкурсра тупăшнă. Уравăшри, Çĕрпелти, Волонтерти клубсенче тăлăх салтак арăмĕсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен, Амăшĕн кунĕ тĕлне тата мĕн тĕрлĕ кăна мероприяти иртмерĕ пулĕ;
Чи асра юлни – «Çулталăкри чи лайăх çемье» конкурс. Унăн финалисчĕсене Çĕнĕ çул умĕн Хирпуçĕнчи культура çуртне пухса чысларĕç.
Пĕлтĕр районта 223 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, 376 ача çут тĕнчене килнĕ.
Çемье кашни çыншăнах – чи хакли, чи сăвапли. Унăн пахалăхĕсене, ырă йĕркисене ĕмĕрлĕх хамăрăн чунсенче упрасчĕ.