Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç улшăнас шанчăк пысăк

21 января 2009 г.

Çирĕм çул хушшинче самаях ылмашăнчĕ этемĕн пурнăçĕ. Горбачев пуçланă улшăнусем хытах силлерĕç пире. Чылай çынна пурнăç «çул айăккине» кăларса пăрахрĕ. Паллах, нумайăшĕ политиксен айăпне пула нушаланчĕ.

Паянхи Раççей Президенчĕн сăмахĕсене итлесен, малашлăхра шанчăк пурри палăрать. Çамрăккине пăхмасăрах политик хăйне тытма пĕлет. Унăн сăмахĕсенче яланах çын çинчен калаçни сисĕнет. Тÿрех каламалла, В.Путинăн та Президент пулнă вăхăтра унчченхи ертÿçĕсен йăнăшĕсене тÿрлетессипе самаях вăй хума тиврĕ.

Апла пулин те тÿрĕ те такăр çул çине тухрăмăр темех сăлтавĕ çук-ха. Чиновниксем халăхпа кăмăлтан калаçма вĕренсе çитеймерĕç, çавна пулах вĕсен алăкĕсем умĕнче черетре тăракансен йышĕ чакмасть. Çивĕч ыйтăва татса пама пулăшас вырăнне чиновниксем яланхи пекех таçта васкаççĕ, вăхăт çитменнипе хăйсене хĕрхенме тархаслаççĕ. Тепĕр чухне темле ÿкĕтлесен те хăвна хумхантаракан ыйту хуравне тупаймастăн.

Салтака кайиччен Упнер çырмисенче кирпĕч çапакан завод хута яратпăр тесен, пĕве тума тухрăмăр. Çапла пĕвере пулă та ĕрчеме пуçларĕ, пулăçсем те чылай утатчĕç. Халĕ ăна сутса янă иккен, пăшаллă хурал çывхарма та памасть. Анчах федераци саккунĕпе çырма-çатрасене, пĕвесене никама та сутма, пĕве хĕрринчен çирĕм метрта нимле сооружени те лартма юрамасть тесе палăртнă. Çапла ыйту тухать: кам хуçаланать çĕр çинче;

Халăха хумхантаракан самантсем туллиех. Мăньял-хапăссем ял хушшипе асфальт сарса парсассăн питех савăнчĕç. Нумая пымарĕ ку ырлăх, халĕ çак çул калама çук арканса кайрĕ. Пĕрре газ кĕртнĕ чухне тĕллĕн-тĕллĕн чавса асфальта çĕмĕрчĕç те юсамарĕç. Тата ялти хăйăр вырăнĕсене такама сутнă та, миçе çул пысăк машинăсем ăна турттарса çула аркатса пĕтерчĕç. Ял поселенийĕн администрацийĕнче те хурав тупаймарăмăр. Асфальт сарнă çул йăлтах вĕсене пăхса тăракан организаци аллинче иккен.

Паллах, пире саккунсене ăнланманни чăрмантарать, хамăра право енĕпе хÿтĕлеме пĕлменнинчен те нумай килет.

Пурнăç улшăннă май хаçат-журнал хакĕсем хăпарса кайрĕç. Вĕсене те çырăнса илме пăрахрăмăр, пралук урлă калаçакан радио точкисене те пĕтерсе хучĕç. «Çĕнтерÿ çулĕ» район хаçачĕ те 40 пин çын пурăнакан районта 3 пин енне киле кăна килсе тăрать. Вăл вара район пурнăçĕпе паллаштаракан пĕртен-пĕр çăлкуç. Чиновниксем ахаль те хăйсене халăхран аякра тытма хăнăхнă та, апла, çынсем хаçат-журнал çырăнманни вĕсемшĕн меллĕ пулĕ.

Пурнăçра çитменлĕх чылай, вĕсене эпир суйласа лартнă чиновниксемсĕр татса пама май çук. Анчах малашлăха ĕненетпĕр: Д.Медведев Президент çак хăватпах ĕçлесессĕн, халăхшăн шанчăк пур-ха.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика