Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăпатаçăм, çăпата

21 января 2009 г.

Кашни халăхăн – хăйĕн авалтанпах пухăнса пыракан историйĕ. Кашниннех – хăйĕн йăли-йĕрки, тум-тирĕ, кил-çурт тытăмĕ тата ытти те. Вăхăт иртнĕçемĕн, паллах, мĕн те пулин манăçа тухать, пурнăçа çĕнĕ пулăмсем, япаласем кĕрсе пыраççĕ. Апла пулин те, аслисем çамрăк ăрăва халăх аваллăхне вĕрентсе пыни, йăла-йĕркесемпе паллаштарни ниме те манăçа кăлармĕ.

Вырăс халăх историйĕнче, акă, çăпата паллă вырăн йышăнать. Хальхи пек тĕрлĕ тĕслĕ пушмак пулман та, ĕлĕк хресченсем хĕлĕн-çăвĕн урана çăпата сырса çÿренĕ. Анчах паянхи ачасенчен хăшĕ-пĕри ун çинчен илтмен те. Çавăнпа та районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин пайĕн ĕçченĕсем çăпатана халалласа ятарлă мероприяти йĕркелеме шутланă. Вăл «Çăпатаçăм, çăпата» ятпа ача-пăча литературин пайĕнче тахçантанпах ĕçлекен «Мĕншĕн;» клуб занятийĕ йĕркипе вулав залĕнче иртнĕ, унта 5–6-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă.

И.Лобаева библиотекарь ачасене çăпата çынсен пурнăçне хăçан тата мĕнле кĕни çинчен каласа панă, ăна епле тата мĕнрен хатĕрленипе паллаштарнă. Занятире çавăн пекех çăпатапа çыхăннă каларăшсене, ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ. Хаваслă такмаксене юрлассипе музыка конкурсне те пурте ăмăртсах хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика