Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрешÿ ытамĕнчи çĕнтерÿсем

21 января 2009 г.

Мăн Явăшри вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен район администрацийĕн стипендиачĕ Петр Квасов спортри ăсталăхне çулсерен лайăхлатса, çĕнетсе пырать. Пĕлтĕр вăл ирĕклĕ майпа кĕрешсе районти, республикăри тата Раççейри ăмăртусенче призсемпе Дипломсем чылай çĕнсе илнĕ.

Иртнĕ çул Петр Квасова пысăк ăнăçусем кÿнĕ. Канаш районĕнчи Мăн Пикшик ялĕнче ирттернĕ республикăри чемпионатра П.Квасов виççĕмĕш вырăн йышăннă. 30 килограмлă виçеллисен йышĕнче вăл ку районти Николай Спиридонова çăмăллăнах çĕнтернĕ, Ульяновск хулинче иртнĕ Атăлçи федераци округĕн первенствине хутшăнма тивĕçнĕ. Унта пирĕн ентеш кавир çинче тăваттăмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, ăна Атăлçи федераци округĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕртнĕ.

Спортри ăсталăхне Петр Квасов ытти ăмăртусенче те сахал мар кăтартма ĕлкĕрнĕ. Акă, сăмахран, республикăри шкул ачисем хушшинче ирттернĕ XI-мĕш спартакиада йĕркипе иртнĕ зонăри тупăшура вăрнарсен командине пĕрремĕш вырăна тухма пулăшнă вăл.

Асра юлнă ăмăртусенчен пĕрне, республикăн тĕп хулинче ирттернине, уйрăммăн палăртса хăварас килет, – аса илчĕ пысăк çĕнтерĕвне Петр Квасов. – Вăрнарсен чысне хÿтĕленĕ чухне республикăри чи вăйлă кĕрешÿçĕсемпе тупăшма тиврĕ. Патăрьел çамрăкĕсемпе кĕрешме йывăр килчĕ пулин те, финала тухса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илтĕмех. Çавăншăн мана Дипломпа, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизорпа чысларĕç.

Петр Квасовăн спорта юратас туйăмĕ ăнсăртран çуралман. Ачасен Вăрнарти спорт шкулĕн Мăн Явăшри филиалĕ уçăлсан чи вăйлисемпе хăюллисем тÿрех унта çÿреме пуçланă. Спортăн çĕнĕ юхăмĕ Петр Квасова та тыткăна илнĕ. Ку енĕпе ăна ашшĕ, Геннадий Квасов, куллен пулăшса-хавхалантарса тăнă. Ывăлĕ ашшĕн пилне çĕре ÿкермен, ăна паянхи кунчченех спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнтарса тăрать.

Петр Квасовăн спортри çитĕнĕвĕсенче Виталий Львовпа Алексей Степанов тренерсен тÿпи те пысăк.

– Петр Квасов – мал ĕмĕтлĕ спортсмен. Хăюллă та вăйлăскер, кĕрешÿри мелсене хăвăрт алла илсе пырать. Кавир çинчи вăр-варлăхĕ, çивĕчлĕхĕ, çаврăнăçулăхĕ пысăк. Вăл пире малашне те çĕнĕ ÿсĕмсемпе савăнтарсах тăрĕ, – палăртрĕ А.Степанов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика