21 января 2009 г.
Нина Ивановна Мишанина Кульцав ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ 78 çулта. Пĕчченех пурăнать. Ачисем хулара тĕпленнĕ, çавăнпа та час-часах килсе çÿреймеççĕ.
Нина Ивановна 33 çул шкулта кĕçĕн классене вĕрентнĕ, вун-вун ачана пĕлÿ тĕнчипе çывăхланма пулăшнă. Малтан – Зеленовкăри, кайран Кульцаври шкулсенче вăй хунă. Пĕтĕм пурнăçне кĕçĕннисене пĕлÿпе воспитани парассине халалланă.
Вăл тивĕçлĕ канăва кайнă чух эпĕ тăваттăри ача кăна пулнă. Анне кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçре тăрмашнăран, вăл кашни кунах ман пата килсе çÿренĕ, маншăн юратнă асанне вырăнĕнчех пулнă.
Халĕ вăл урисем ыратнипе аптăрать. Эпĕ ун патне кашни кунах çÿретĕп. Пулăшуран та ытларах ăна чуна уçса калаçни кирлĕ. Вĕрентекен пулнăран пулĕ, вăл ачасемсĕр пĕр кун та пурăнаймасть.
Нина Ивановна манăн тăван асанне мар, анчах та вăл маншăн çĕр çинчи чи хаклă çынсенчен пĕри. Эпĕ ăна çав тери юрататăп, хисеплетĕп, унпа мăнаçланатăп.