Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАСТЕРСЕН ÇУЛНЕ УÇНĂ

17 января 2009 г.

Ку ĕнтĕ йăлана кĕнĕ темелле-и: тĕл пулнă чух вăл мана хĕрĕх пилĕк çул каяллахине аса илтерет. Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Валерий Мироновăн çуралнă кунĕнче, иксĕмĕр пĕрле Кушике çитме пуçтарăннăччĕ. Валерий Павлович ĕрĕхме хатĕр çамрăк ăйăрла çуталса тăракан мотоциклне кÿлсе тухнă. Кĕç пирĕн çума хăйĕн «Уралĕпе» виç Левенти хутшăнчĕ. Районти ГАИ пуçлăхне Леонтий Леонтьевич Леонтьева çапла чĕнеттĕмĕр. Хаçатри спортпа милици темине тытса пыма ун чухне мана хушнă. Прахеев – Вăрнарти вăтам шкулти физкультура учителĕ, спорт юхăмĕн районти паллă организаторĕ, Миронов – РФ «Урожай» спорт обществин райĕçтăвкомри ертÿçи, Леонтьев – автоинспекцин районти начальникĕ редакцинчен тухма та пĕлместчĕç.

Массăллă спорт ăмăртăвĕсем хĕлле те, çулла та умлă-хыçлă пĕрмай иртсе пыратчĕç те – çав мероприятисене пĕрре хатĕрленĕ чухне, тепре иртнĕ майăн тĕплĕ çутатнă. Леонтий Леонтьевич хăй аллипе нумай çыратчĕ: «Çынна айăпличчен, маларах асăрхаттарни вырăнлăрах», – тетчĕ. ГАИ службине вăл штатран пĕчченех, анчах хăйĕн йышлă пулăшаканĕсемпе пĕрле тытса пынă. Водительсене хăратса çапса хуçман, правасăр хăварман, асту, урăх ан лек тулĕк, йĕркеллĕ çÿре, тенĕ те, çырлахнă. Виç Левентие хăйĕнчен икĕ хут аслисем те хытă хисеплетчĕç. В.Прахеевпа В.Миронов та обществăлла инспекторсем шутланнă. Хайхискер, патруль йĕркипе, Калинино, Кĕçĕн Кипек, Йĕпреç çулĕсем тăрăх ĕрĕхтертĕмĕр. Каçа-çĕрлене пăхмасăр Вăрнар урамĕсене çаврăнтăмăр. Кушике çул тытиччен, ыйха сирмелле, Вурнарка хĕрринче чăвашла та, вырăсла та юрăсем шăрантартăмăр.

Валерийсем (Мироновĕ паспорт тăрăх – Валерьян) çирĕм-вăтăрта е каярах та пач ларма-тăма пĕлми хастарччĕ. Эп вĕсен обществăлла порученийĕсене каласа та пĕтереес çук. Пире комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Леонид Яковлевич Тянгов уйрăмах вĕçĕмсĕр тиетчĕ.

СССР спорт мастерĕ ята ман юлташсем умлăн-хыçлăн туянчĕç (В.П. – 1967, В.М. – 1968). Ачасем вĕсене кумир вырăнне хунă, ăмсанса пăхнă. Шкулта пĕр сăмахсăр итленĕ. Валерий Павлович хĕрĕх çул ытла Вăрнар шкулĕсенче ĕçленĕ хушăра, Валерьян Миронович Вăрнар техникумĕнчи çирĕм çулĕнче мĕн чухлĕ пултаруллă спортсмен пăхса ÿстермерĕç пулĕ!

1967-мĕшĕнче В.Прахеев-йĕлтĕрçĕ Совет Союзĕнче мала тухассишĕн Архангельскран вăтăр çухрăмри вăрманта 15 километра чупнă. Стартран 300-ĕн тапраннă. «Хурлăх самантсем тупăнчĕç. Февраль... çумăрĕ çăвать. Маç суйлама пĕлни питĕ пулăшрĕ...» Веçех астăвать.

Телеграммăпа ăна Архангельскран тÿрех Мурманска чĕнсе илнĕ. Чăваш Республикин чысне пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче хÿтĕлеме шăпа тухнă. Эстафетăна, 15 тата 30 километрлă дистанцисене халь ĕнтĕ СССР спорт мастерĕ ятпа тухнă В.Прахеев çĕнĕ вăй-хăватпа хавхаланнă. «Шведсемпе финсенчен «хей!» текелесе иртсе пыратăп!..»

Вăй-хал вăййисене ыттисене вĕрентекенĕн спортри ăсталăхĕ тĕрлĕ енлĕ пулмалла-çке. Валерий Павловичăн çăмăл атлетикăри çитĕнĕвĕсем те паллă. Кольцовкăри вăтам шкулта, Атăлçум çар округĕнче, студентсен «Буревестник» обществинче вăрăм дистанцисене чупса ялан парнеллĕ малти вырăнсене йышăннă, шкул ачи чухнех Раççейра мала тухса курнă. Вăрнарти 1-мĕш шкулти футболистсен командине ултă çулта виçĕ хутчен республикăри малти вырăна кăларнă.

Çынна тĕслĕх те хĕтĕртет. Кама курать, ун пек пулать, теççĕ. Ершепуç тăрăхĕнчен спортсмен чылай. Пĕр ăстрăмра ÿснисенчен – СССР спорт мастерĕ В.П.Наумов, ăмăртусене пĕрмай чемпион ячĕпе вĕçленисенчен – РФ спорт мастерĕ А.М.Авруйский... В.П.Прахеев вара малашнехи нумай мастерăн çулне уçса пынă.

В.П.Прахеев ĕçлĕ биографине тÿрех спортпа çыхăнтарнă: Шупашкарта спорт обществисен пĕрлешĕвĕн инструкторĕ пулнă. Каярахпа – ялан шкулта. Чăваш патшалăх пединститутне вĕренсе пĕтернĕ. Вăл РФ халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ. Наградисем нумай. Ăна хăй юбилейĕн çулĕнче тесе калаймăн.Вăй-халлă. Яланах ырă кăмăллă. Ĕç пăрахман. Малашнехи çулĕсемпе пĕрле чунтанах чемпионла сывлăх сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика