17 января 2009 г.
Валериан Антонович Антонов, шăпа пÿрнипе хăйĕн пурнăçне вăрман çитĕнтерес, ăна сыхлас ĕçе халалланăскер, ватлăх кунĕсенче мăшăрĕпе, Мария Ивановнăпа, Çарăклăра тĕпленнĕ. Пÿртне-çуртне те поселокăн хĕвелтухăç енче, чукун çул хĕрринчи вăрман çумĕнче çĕклесе лартнă. Антоновсен хуçалăхĕ ытти çынсенчен уйрăмрах вырнаçнă. «Капла хама халĕ те лесник пек туятăп», – кулса илет çитмĕл çичче кайнă Валериан Антонович. Хăй вăхăтĕнче вăл Вăрнар вăрман хуçалăхĕнчи чи ятлă-сумлă лесниксенчен пĕри пулнă.
Тимĕрçкассинче çуралса ÿснĕ вăл. Антоновсен таврашĕ чăвашсен паллă писателĕпе Мĕтри Кипекпе ют мар-мĕн. Валериан ашшĕ, Антон Егорович Егоров, ялта колхоз йĕркелекенсенчен пĕри пулнă, 1941 çулхи августра хăйне фронта илсе кайичченех бригадирта тăрăшнă.
– Атте вăрçа тухса кайнă чухне эпĕ тăххăртаччĕ, – аса илет çитмĕл çула яхăн каяллахи кунсене В.Антонов. – Асли пулнă май, пĕтĕм йывăр ĕç ман çине тиенчĕ. Çавăнпах шкула икĕ çул çÿренĕ хыççăн пăрахма лекрĕ. Пĕчĕклех колхоз ĕçне явăçрăм. Мĕн кăна туман-ши: лашапа ака-сухана хутшăннă, кунтăк çакса тырă акнă... 1944 çулта атте вăрçăра пуçне хуни çинчен хут килчĕ. Анне пилĕк ачапа тăрса юлчĕ. Выçăллă-тутăллă пурнăç пире ыйткалакансен ретне те тăратрĕ. Ытларах Çавалкас енне çÿреттĕмĕр. Вăрçă çулĕсенче те çавалкассен колхозĕ тĕреклĕ пулнă, халăхĕ выçă ларман. Çыннисем питĕ ырă кăмăллăччĕ. Килĕрен-киле çÿресе хутаçра çăкăр татăкĕсемпе çĕр улми самаях пухăнатчĕç.
Вăрçă чарăннă хыççăн пурнăç майĕпен йĕркеленме тытăннă. Ырă пуласлăха шанса-ĕненсе, халăх юхăннă хуçалăха хăвăртрах ура çине тăратма вăй-хала шеллемен. Валериан та вăрман ĕçне пĕрремĕш хут вунулттăра кÿлĕннĕ. Колхозран çамрăксен ушкăнне Йĕпреç леш енчи Кирене вăрман хатĕрлеме янă. Хĕрсем те пулнă, вĕсем апат пĕçернĕ, турат иртнĕ. Валериан Антонова асли вырăнне шаннă.
Çул çитсен салтака кайма ят тухнă. Тимĕрçкасси йĕкĕчĕ тăватă çул Латвире çар хĕсметĕнче тăнă. Водителе вĕренсе тухнă. Кунта та ятне яман Валериан, спортра та ырă тĕслĕхре пулнă. 1956 çулта тăван яла таврăннă. Ĕнерхи салтака, бригадир туса, колхоз Ăштăра вăрман хатĕрлеме янă. Кĕçех В.Антонов Вăрнарта «Скороход» артеле моториста вырнаçнă, дизельпе çутă парса тăнă. Тепрер çултан хими завочĕн дуст цехне куçнă. Заводра тăватă çул ытла тăрăшнă: пушар машинин водителĕнче те, автопогрузчикпе те ĕçленĕ, пĕр вăхăт директора турттарнă.
1962 çултан Валериан Антонович пурнăçне вăрман хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Малтан водительте çÿренĕ, каярахпа механика лартнă. 25 çул хушши лесникре ĕçленĕ. Ăна Волонтер патĕнчи тимĕр кĕпер çумĕнчи кордона çирĕплетнĕ. «Мана пур çĕрте те стройкăпа тăрмашма лекрĕ, – тет ветеран. – Малтанхи кордона туса хута ятăмăр та Çарăклă вышкинчен çухрăмра вырнаçнă кивĕ кордона куçарчĕç. Кунта та çĕнĕрен çĕклесе лартрăмăр. Ку кăна мар, Çарăклăран электричество линийĕ туртрăмăр, телефон кĕртрĕмĕр. Çав çулсенче, тĕрĕссипе, колхозсен председателĕсем питĕ пысăк пулăшу паратчĕç».
Лесник ĕçĕ пĕртте çăмăл мар. Вăрмана сыхланисĕр, çамрăк хунав-калчасем лартса çитĕнтернисĕр пуçне темĕн тĕрлĕ заданипе чыхăнтарнă: кăмпа-çырла, юман йĕкелĕ, çирĕк хуппи, тĕрлĕ эмел курăкĕ, милĕк т. ыт. те хатĕрлесе памалла пулнă. В.Антонов пур кăтартура та плана яланах ирттерсе тултарнă. Валериан Антонович Çарăклă шкулĕнчи ачасен лесничествипе те тачă çыхăнса ĕçленĕ. Çакăншăн ăна хамăр республикăн Халăха вĕрентес ĕç министерствин Хисеп грамотипе те чысланă.
Халĕ вăрман ĕçченĕн урисем аптăраççĕ, çавăнпа ытлашши тухсах çÿреймест.
– Виçĕ çул каялла çуралса ÿснĕ яла çитсе килнĕччĕ, – пĕлтерет В.Антонов. – Паллакансен-пĕлекенсенчен, хăйматлăх апайсăр пуçне, никам та юлман. Ваттисем çукпа пĕрех. Ялта халăх йышĕ чакса пыни тÿрех куçа тăрăнать.