21 января 2009 г.
Канмалли кунсенче Шупашкарта йĕлтĕрпе чупассипе Чăваш Республикин Кубокĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта Вăрнар тăрăхĕн спортсменĕсем те хутшăннă.
Пĕрремĕш кунне конькипе евĕр чупассипе ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Галина Павлова 5 километрлă дистанцире пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Сергей Политов студент – 10 километрта, Ирина Тикинева 3 километрта вуннăмĕш пулнă.
Иккĕмĕш кунхи кăтартусем лайăхрах. Классика мелĕпе ăмăртса Г.Павлова (5 км), С.Политов (10 км) тата А.Романов (5 км) тăваттăмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. И.Тикинева виçĕ километрлă дистанцие пиллĕкмĕш вĕçленĕ.
Халĕ район йĕлтĕрçисем хĕрсех пĕтĕм çĕршывĕпе иртекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ–2009» чупăва хатĕрленеççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн йышăнăвĕпе кăçал ăна февралĕн 15-мĕшĕнче кашни районтах ирттерме палăртнă.