Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанăçпа усă курмасан...

17 января 2009 г.

Суд саккуна пăснă гражданин тĕлĕшпе йышăну тунă. Обществăшăн хăрушлăх кăларса тăратнăран, мĕнле преступлени тунине кура, ирĕкрен хăтарма палăртнисене тÿрех суд залĕнче арестлесе йĕплĕ карта леш енне ăсатаççĕ. Теприсене вара саккунпа, преступлени йывăрах маррине шута илсе е ытти сăлтавсемпе, айăплав хыççăн обществăран уйăрмасăр юсанма май параççĕ, ирĕкре пурăнса тÿрĕ çул çине тăма шанаççĕ. Шăпах та преступлени тунăшăн айăпланă, анчах ирĕк правинчен хăтарман граждансем харпăр хăйне мĕнле тытнине асăрхаса тăрассипе уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен инспекци тимлет.

Айăпланнă çын, акă, инспекцие учета килсе тăрать. Эпир унпа калаçу ирттеретпĕр, ун тĕлĕшпе палăртнă айăплав тĕсĕпе тепĕр хут паллаштаратпăр, йĕркене пăсни каллех суда илсе çитернине, çавна май ун чухне чăннипех те ирĕкрен хăтарма пултарни пирки çирĕп асăрхаттаратпăр.

Иртнĕ çул вĕçне, акă, инспекцире 109 çын учетра шутланать. Уйрăммăн пăхса тухас-тăк, вĕсенчен 11-шĕ – ĕçлесе юсанмалла айăпланнисем; обязательнăй йĕркепе ĕçлеттерме палăртни – 1 çын; айăплав хыççăн пĕр-пĕр должноçре е ĕçре тимлеме чарнисем – иккĕн; условнăй майпа ирĕкрен хăтарнисем – 96 çын. Шел пулин те, условнăй йĕркепе айăпланнисен йышĕнче çула çитмен çамрăксем те иккĕн пур.

Обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, преступностьпе кĕрешессине вăйлатас тĕллевпе юлашки вăхăтра инспекци сотрудникĕсен юсанма шутламаннисем тĕлĕшпе çирĕпрех мерăсемпе усă курма тивет. Чăн та, ĕç практикинчен курăнать: пурте шанăçа тÿрре кăлармаççĕ, айăплава тултармалли йĕркене сĕмсĕррĕн пăсаççĕ, тепĕр хутчен преступлени тума та хăраса тăмаççĕ. Çавăнпа та хăйсене япăх енчен кăтартакансене ирĕк правинчен хăтарма ыйтса суда представленипе тухма тивет те. Çапла пĕлтĕр 43 çыннăн айăплав тĕсĕсене ылмаштарма йышăннă, вĕсене тĕрмене ăсатнă. Çав шутра – тăватă хĕрарăма, çула çитмен икĕ çамрăка.

Акă пĕр тĕслĕх. Кив Шуртан ялĕнче пурăнакан В.Арсентьев пĕр хутчен çеç мар судпа айăпланнă, уйрăм режимлă колонире те 10 çул кирпĕч шутланă. Тăван тăрăха таврăнсан каллех киревсĕр ĕçсемпе хăтланма пуçăннă, пĕлтĕрхи октябрьте миравай судья ăна 7 уйăхлăха ĕçлесе юсанмалла айăпланă. Анчах вăл тÿрленме шутламан та пулмалла. Малтанах эпир ăна «Ваш партнер» обществăна ĕçе вырнаçма ятăмăр, анчах унта пырса та курăнман вăл. Çапла йĕркене пăснă пирки пĕрремĕш хут асăрхаттартăмăр, Вăрнарти тырă йышăнакан предприятире те ĕçлеме тытăнмасан – иккĕмĕш хут. Халĕ вара унăн, миравай судья йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, пĕтĕмĕшле режимлă колонире 2 уйăх та 10 кун ирттерме лекнĕ.

Вăрнар çамрăкне, 22-ри Д.Совина та, Вăрнар район сучĕ условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă. Çапах та вăл хамăр инспекцире шута илнĕ хыççăн ирĕкре пурăнса юсанма шутлани сисĕнмерĕ, суд ун тĕлĕшпе палăртнă тивĕçсене пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнса çÿрерĕ. Тата суд декабрьте хушма чару та кĕртрĕ – ăна обществăлла вырăнсенче ÿсĕрле курăнмалла марри пирки асăрхаттарчĕ. Çакă та витĕм кÿмерĕ çамрăка. Эрех ĕçсе сĕмленнĕскер йĕрке хуралçисен аллине лекнĕшĕн тăватă хутчен асăрхаттартăмăр. Кунсăр пуçне условнăй айăплав вăхăтĕнче Д.Совина административлă явап та тыттарнă. Йĕркене пăснă пĕтĕм тĕслĕх, шута илсе район сучĕ ăна 2 çул та 6 уйăхлăха ирĕкрен хăтарса пĕтĕмĕшле режимлă колоние яма йышăннă.

Тÿрленес теменнисем, чăнах та, сахал мар пулин те, саккуна пăсни пирки чун-чĕререн ÿкĕнекенсем те пур айăпланнисем хушшинче. Ун пеккисене, хăйсене лайăх тытакансене, суд айăплавран вăхăт çитичченех хăтарать. Пĕлтĕр, акă, район сучĕ 34 çын тĕлĕшпе çакнашкал йышăну тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика